Любовь ПЕТРОВА.

24 Çурла, 2017

Грант укçипе — кинозал

Етĕрне хулинче пурăнакансем куншăн питĕ савăннă. Çĕнĕ кинозал иртнĕ эрнере уçăлнă. Кăçал Етĕрне районĕ Кино фончĕн конкурсне хутшăнса 5 миллиона яхăн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, шăпах çав укçапа хута янă та ăна. Нухратпа кинопроектор, цифра тата сасă оборудованийĕсене, 3D фильм кăтартмалли киноэкран туяннă.

24 Çурла, 2017

Çĕнĕ шкул алăкне уçĕ

Шкул ачисемшĕн лайăх хыпар ку. Шупашкарти Гладков урамĕнчи шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтсе илмешкĕн хатĕр. Кун пирки хула администрацийĕнче иртнĕ планеркăра пĕлтернĕ.

10 Çурла, 2017

Вселенная çуралнă

Кунашкал ятлăскере Шупашкарти Калинин районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче регистрациленĕ. Унти ĕçченсем çакăн пек тĕслĕхпе пĕрремĕш хут тĕл пулнă.

Ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкне ахальтен çапла чĕнме тĕллевленмен. Ку мăн асламăшĕн ячĕ иккен. Сăмах май, тĕп хуламăрта сайра тĕл пулакан ятсен йышне Сильва, Цветана, Моника, Теона, Найля, Доминика, Яким, Ян, Фидан, Лука кĕреççĕ. Анна, Анастасия, Дарья, Мария, Ксения, Михаил, Александра, Кирилл, Иван, Никита ятсене вара час-часах хураççĕ.

20 Утă, 2017

Ăмăрту автомобильне ăсталанă

Çакнашкал машинăна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан икĕ çамрăк пуçтарнă: 15 çулти Иван Воронцовпа 14-ри Андрей Толстов. Ку шухăш епле çуралнă-ха вĕсен?

Pages