Ăмăрту автомобильне ăсталанă

20 Утă, 2017

Çакнашкал машинăна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан икĕ çамрăк пуçтарнă: 15 çулти Иван Воронцовпа 14-ри Андрей Толстов. Ку шухăш епле çуралнă-ха вĕсен?

Унччен яшсем картпа /ăмăрту автомобилĕ/ икĕ çул ăмăртнă. Каярахпа кунашкал «урхамаха» хăйсем валли туянма шухăшланă, анчах хаксем «çыртни» чăрмантарнă. Каччăсем аптăраса тăман: хăйсем ăсталама тĕв тытнă. Малтан рамăпа двигатель туяннă. Каччăсене карта пуçтарма тренер пулăшнă. Виçĕ уйăхран вĕсем унпа ăмăртăва хутшăнма шухăшланă, анчах техника юсаса çитерменнипе вырăнтан хускалман. Тепĕр тупăшура вара Иванпа Андрей хăйсем ăсталанă картпа ăмăртса ылтăн медале тивĕçнĕ.

 

                                                                                                                                                                                             

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.