Грант укçипе — кинозал

24 Çурла, 2017

Етĕрне хулинче пурăнакансем куншăн питĕ савăннă. Çĕнĕ кинозал иртнĕ эрнере уçăлнă. Кăçал Етĕрне районĕ Кино фончĕн конкурсне хутшăнса 5 миллиона яхăн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ, шăпах çав укçапа хута янă та ăна. Нухратпа кинопроектор, цифра тата сасă оборудованийĕсене, 3D фильм кăтартмалли киноэкран туяннă.

Фонд ирттернĕ конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, кинозалти экран çине тухакан фильмсен 50% хамăр çĕршывра ÿкернисем пулмалла. Чи малтанах Етĕрнесем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕн, культурологи докторĕн Владимир Васильевăн «Вилĕмсĕрлĕхе ярса пуснисем» фильмĕпе паллашнă. Кинозал авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен туллин ĕçлеме тытăнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.