Прививка тунă çын чире çăмăлрах ирттерет

23 Çĕртме, 2021

Николай ЗУБОВ, Патăрьел район тĕп больницин хирург-эндоскопист тухтăрĕ:

- Эпир мăшăрпа иксĕмĕр те сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуратпăр. Кулленхи ĕçре "Хĕрлĕ зонăна" кĕрсе тăтăшах пациентсене пулăшу пама тивет. Çавăнпа пĕр шухăшлăн пулса нарăс уйăхĕнче коронавирусран прививка тутартăмăр. Ун хыççăн хамăра япăх туйни пулман, ÿт температури хăпарман. Прививка тунă çын чире çăмăлрах ирттерет. Пирĕн сывлӑх хамăр алăра. Чи малтанах çывăх çынсем пирки шухăшламалла. Вакцинациленни хамăра шанчăклăрах туйма пулăшать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас