Комментари хушас

6 Юпа, 2021

"Çавра сĕтелре" - экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем

ЧР Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ тата вĕсенчен асăрхаттарасси пирки "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ют çĕршывран килнĕ студентсем, общество организацийĕн хастарĕсем, тĕн çыннисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

ЧР УФСИН оперуполномоченнăйĕ Евгений Христофоров пĕлтернĕ тăрăх, 2019-2020 çулсенче террорла ĕç тунăшăн 15 çынна ирĕкрен хăтарнă. Экстремизм тĕлĕшпе йĕркене пăснăшăн 2 çынна айăпланă.Тĕлпулура интернет анлăшĕнче çак темăпа çыхăннă хыпарсем сарăлни пирки те калаçу пулчĕ. Студентсем кăсăклансах итлерĕç. "Çавра сĕтелре" хускатнă ыйтусем вĕсене экстремизмпа терроризм тĕлĕшпе çыхăннă усал ĕçсем тăвасран хăтарасса шанас килет.

Любовь ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru