Пенси фончĕн — çĕнĕ ертӳçĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/12/valeriy_nikolaev.jpg)
Раштавăн 1-мĕшĕнчен Раççей Пенси Фончĕн Чăваш Енри уйрăмне Валерий Николаев ертсе пыма тытăннă.
Валерий Петрович 1974 çулта Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнче çуралнă. Икĕ аслă пĕлӳллĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Промышленноç электроники» тата «Финанссемпе кредит» специальноçсене алла илнĕ. Ĕç-хĕлне Чăваш Республикин Социаллă политика министерствин специалистĕнчен пуçланă. 1997 çултанпа Раççей пенси фончĕн тытăмĕнче тăрăшать, 2010 çултанпа — Раççей пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющин çумĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 24 çул.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас