Тĕслĕхлĕ çемьесене чысларĕç

1 Раштав, 2021

Паян И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи – 2021» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫирӗпленнӗ конкурса кил-йышра никӗсленекен тӗп хаклӑхсене упрас, мӗн пур ырӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Уява ҫаврӑннӑ пулӑма пуçтарăннă сумлӑ хӑнасен йышӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе, республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫипе Наталья Николаевӑпа хутшӑнчӗ. Финалра муниципалитет тапхӑрӗнче ҫӗнтернисен йышӗнчен суйланӑ тӗрлӗ номинаци ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. «Ҫулталӑк ҫемйи – 2021» диплома Шупашкарта пурӑнакан Шиловсем тивӗҫрӗҫ. 6 ачаллӑ туслӑ та пултаруллӑ йыш асӑннӑ конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ.

Тӳресем Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Богатеевсем социаллӑ яваплӑ семье пулнине палӑртнӑ. Спортра - Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Солоденовсем, ӗҫре Улатӑр енчи Лысовсем хастар. Канаш районӗнчи Петровсен ҫемйи туслӑ пулнипе ыттисемшӗн тӗслӗх шутланать. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан Черновсем пултарулӑх енӗпе ӑста.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас