Комментари хушас

25 Чÿк, 2021

«Тĕрĕпе çуралнисем» черетлĕ акци старт илчĕ

Паян Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци старт илчĕ. Çавăн пекех Любовь Вазюкова алă ăстин ĕçĕсен куравĕ те уçăлчĕ.

Анлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, унăн мăшăрĕ, Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталия Николаева, сывлăх сыхлавĕн тата культура министрĕсем Владимир Степановпа Светлана Каликова хутшăнчĕç.

Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнă «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци республикăра иккĕмĕш çул иртет. Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре çуралакан мĕн пур пепкене хăйне евĕр парнепе — пĕчĕк ачан наци тĕрриллĕ кĕпипе — савăнтараççĕ. Хальлĕхе парнелĕх япаласене /тĕрĕллĕ хутаçра çавăн пекех чăваш тĕрри-çĕввине халалланă кĕнеке, тетте, Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен — открытка/ республикăри ача çуратмалли çуртсен тĕп тухтăрĕсен аллине пачĕç.

«Чăваш тĕрри – пирĕн халăхăн кун-çулĕпе паллаштаракан авалхи йăла-йĕрке. Вăл куçа илĕртнисĕр пуçне ăс-тăна та канăç памасть — несĕлсен пурнăçĕ çинчен шухăшлаттарать. Пысăк ăсталăха халалласа ятарлă уяв палăртнине питех те тĕрĕс утăм пек хаклатăп. Çак кун çут тĕнче куракан пепкесене тĕрĕллĕ çи-пуç парнелени вара вĕсене тăван халăхĕ пĕрремĕш кунах хӳтлĕхе илнипе тан», — палăртрĕ Олег Николаев уявра.

ШУХĂШ

Рената ФЕДОРОВА, Канашри районсен хушшинчи медицина центрĕн тĕп тухтăрĕ:

— Ялта тĕрĕ-эреш ĕç-хĕлне курса ӳснĕрен акци чуна çывăх. Асанне-кукамай, анне алăпа ăсталакан япаласене упрама ачаран вĕрентнĕ. Тĕрĕллĕ япала хамăрăн историне аса илтерет, халăхăн паттăрлăхне, пултарулăхне кăтартса парать. Пĕлтĕр ача амăшĕсене çакнашкал парне патăмăр та — вĕсем чунĕ пăлханнине пытармарĕç. Тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнтартнă хыççăн хăйсем чăваш ывăлне е хĕрне çуратнине тарăнрах та ăнланса илчĕç пулас.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: