Комментари хушас

23 Чÿк, 2021

Наркоманипе кĕрешме искусство та пулăштăр

Вĕрентӳ организацийĕсенче наркоманирен сыхланас енĕпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕнче çĕнĕ мелсем шырани усăсăр, ку велосипед шухăшласа кăларас тенĕ пек те туйăнать. Анчах ĕç уссишĕн çунсан çĕннине тупма пулать иккен. Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çакна ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ.

Данис Альбертович Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пӳлĕм уçма сĕнчĕ. Управлени пуçлăхĕ иккĕленмест: вăл аслă классенче вĕренекен ачасемшĕн, студентсемшĕн, ытти çамрăкшăн питĕ усăллă пулĕ.

— Хальхи вăхăтра çамрăксем кунашкал вăйĕсене питĕ килĕштереççĕ. Çак локацин аналогĕ хальлĕхе федерацин Атăлçи округĕнчи хуласенче çук-ха, ăна Шупашкарта йĕркелеме пулать — тивĕçлĕ площадкăсем пур. Çапла майпа çамрăксене вăйă формипе усă курса профилактика енĕпе витĕм кӳме меллĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаев та сĕнĕве ырларĕ, Вĕрентӳ, Сывлăх сыхлавĕн министерствисене Шалти ĕçсен министерствипе тата тĕп хула администрацийĕпе пĕрле ăна пурнăçлас енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хума хушрĕ.

Ку çеç те мар. Профилактика ĕçне искусство хăватне явăçтарасси пирки те калаçу пулчĕ. Сăмах — Çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕн «Пиллĕк — çирĕм пиллĕк» спектаклĕ пирки. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессине тĕпе хуракан трагикомеди, Данис Шакуров шучĕпе, «çитĕнекен ăрăва çын пурнăçĕн хакне ăнланма, уншăн яваплă пулма вĕрентĕ». Театр халь билетсене сарас тĕлĕшпе Пушкин карттипе те ĕçленине кура шкул ачисем çак спектакле курас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăмалла мар — вĕрентӳ организацийĕсен енчен пуçарулăх кăна кирлĕ.

Яш-кĕрĕмпе çине тăрса ĕçлемеллине вара криминал статистики те çирĕплетет. Çапла, кăçалхи вунă уйăхра республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне явăçнă 18-29 çулсенчи çамрăксен, уголовлă майпа явап тыттарнăскерсен, шучĕ палăрмаллах, 16% ытла, чакнă — 107 çын. Çул çитменнисем тĕлĕшпе çак кăтарту пушшех лайăхланнă — 25% пĕчĕкленнĕ /9 яшпа хĕре явап тыттарнă/. Преступлени тунă çамрăксенчен 14-шĕ — пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен вĕренекенĕсем, 7-шĕ — студентсем. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче çул çитменнисем тунă наркопреступленисен шучĕ 67-рен 10 тĕслĕх таран чакнă. 18 çул тултарман 13 çамрăка наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн административлă майпа явап тыттарнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту та самай пысăкрах пулнă — 22/. Пурне те — наркотиксемпе усă курнăшăн. 18-29 çулсенчи 311 çамрăка та административлă майпа айăпланă. Анчах хайхи спектакль е квест-пӳлĕм темиçе ачана е çамрăка кăна наркотиксемпе çыхăннă çул çинчен пăрма пулăшчăр — çакă та пысăк усă.

www.hypar.ru