Ырă ĕç тăвакансем форума пухăнчĕç

25 Чÿк, 2021

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейре ырă тăвакансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява халалласа паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ырă ĕç тăвакансем (волонтерсем) республика шайĕпе иртекен форума пухăнчĕç.

— Паянхи форумра пĕтĕм сăмах ырăлăх тавра. Çывăх çынна пулăшас кăмăллисен, хăть те хăш самантра та алă пама хатĕр тăракансен ячĕпе йĕркеленнĕ вăл. Волонтерсен юхăмĕ Раççейре те, Чăваш Енре те анлă аталанса пырать. Эсир çак пархатарлă та сăваплă ĕçе куллен пурнăçлатăр. Хăвăрпа пĕрле çĕнĕрен те çĕнĕ çынсене илĕртетĕр çак юхăма. Çавна май паянхи гражданла обществăн пĕр шăнăрĕ пулса тăратăр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев форума пухăннă хастарсене саламланă май.

Олег Алексеевич пĕр-пĕрне пулăшасси — нимене пухăнасси — чăвашсен авалтан пыракан йăли пулнине те аса илтерчĕ.

Волонтерсем республикăра, чăн та, сахал мар. Ку юхăма кăçал кăна 65 пине яхăн çын хутшăннă. Ырă тăвакансемпе ыр кăмăллăх организацийĕсен йышĕпе республика ахальтен мар ТОП-10 йышне кĕнĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас