Авиценна орденĕпе чысланă

22 Чÿк, 2021

Мускавра иртнĕ Терапевтсен наци конгресĕнче ĕçре çитĕнӳ тăвакансене чысланă.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп терапевт специалисчĕ, гастроэнтерологĕ Лариса Тарасова наука, медицина тата сывлăх сыхлав енĕпе пысăк наградăна тивĕçнĕ. Ăна Анатолий Мартынов профессор «Сывлăх сыхлавĕпе медицина наукисене аталантарнăшăн» Авиценна орденне панă.

Лариса Владимировна 250-а яхăн наука ĕçĕ çырнă, унăн рационализатор сĕнĕвĕсен — 3 патенчĕ, изобретенин 1 патенчĕ пур. Вăл шухăшласа кăларнă çĕнĕлĕхсем апат ирĕлтерекен органсен чирĕсене пула вилессине 5 çул хушшинче 12 процент таран чакарнă. Терапевтсен наци конгресĕнче вăл «Коронавируспа чирлĕ çулланнă пациентсен пĕвер суранĕсене тӳрлетесси» докладпа тухса калаçнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас