ЧЭСК электроэнергие шута илмелли «ăслă» тытăма аталантарать
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/11/chesk-schetchiki.jpg)
Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ 522-ФЗ пурнăçласа тата электроэнергие шута илмелли приборсемпе çыхăннă яваплăха энергетика компанийĕсене панине тĕпе хурса республика территорийĕнче интеллектлă шутлав приборĕсене вырнаçтармалли тата улăштармалли анлă инвестици программипе ĕçлет. Çак тĕллевпе 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 2020-2021 çулсенче вырнаçтарнă приборсен шучĕ 6 пине çитнĕ ĕнтĕ.
2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса электроэнергие шута илмелли «ăслă» приборсем вырнаçтарма хистекен требованисем вăя кĕреççĕ. Çак счетчиксем кăтартусене онлайн мелпе сăнаса тăма май параççĕ, çавăн пекех вĕсене прибор çинче те курма пулать. Кăтартусем энергокомпание автомат режимĕпе килсе тăрĕç.
— Электроэнерги потребителĕсен малашне счетчиксене хăйсен шучĕпе туянма, вĕсене улăштарнăшăн тӳлеме е тĕрĕслесе тăма тивмĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче çак ĕçсене Чăваш энергосбыт компанийĕ тӳлевсĕр пурнăçлать. Чи малтан ваннă е тĕрĕслевсем ирттермелли интервал вăхăчĕ иртнĕ шутлав приборĕсене улăштаратпăр. Компанин счетчике улăштаракан специалисчĕ кивĕ приборăн юлашки кăтартăвĕсене илет, ĕçсене вĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ акт çырса счетчике пломбăлать, — пĕлтерчĕ компанин хушма пулăшу ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен директорĕ Александр Федотов.
Хальхи вăхăтра ЧЭСК специалисчĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçтармалли интеллектлă приборсене хатĕрлеççĕ. Шутлавăн «ăслă» тытăмне сăнавлă майпа ĕçлеттерсе пăхассине раштав варриччен вĕçлесшĕн. Кивĕ счетчиксене çĕннисемпе тапхăрăн-тапхăрăн улăштарĕç. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче вĕсене технологи енĕпе çыхăнтармалли процедурăпа килĕшӳллĕн вырнаçтарĕç.
Çийĕнчен энергетиксем асăрхаттараççĕ: хăш-пĕр организаци представителĕсем республикăра пурăнакансене улталаççĕ — электроэнергие шута илмелли кивĕ приборсене çĕннисемпе улăштарма ӳкĕте кĕртеççĕ, çак ĕçсене Чăваш энергосбыт компанийĕпе килĕшӳ туса пурнăçлаççĕ имĕш. Потребительсем ЧЭСКран прибора пломбăлама ыйтсан вара ултав çиеле тухать. Çавăнпа та граждансене, уйрăмах ватăсене, счетчике улăштарас тĕлĕшпе тимлĕ пулма, çĕннисене лартасси электроэнергин мĕн пур потребителĕшĕн тӳлевсĕр пулнине асра тытма сĕнеççĕ.
www.hypar.ru Сăн ÿкерчĕкре: Интеллектлă çак приборсене ЧЭСК потребительсене тӳлевсĕр лартса парĕ.
Комментари хушас