Комментари хушас

22 Чÿк, 2021

Хăватлăрах техника туянаççĕ

Республикăра хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен шучĕ ÿссе пырать: 26 пин ытла единица — кăçал кăна тата 769 хушăннă. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев пĕлтерчĕ.

Туянакан тракторсен, ытти техникăн хăвачĕ те пысăкланса пырать: пĕлтĕр кашни единицăн вăтам хăвачĕ 106 лаша вăйĕпе танлашнă, кăçал — 122. Владимир Павлович шучĕпе, патшалăх çĕнĕ техника валли уйăракан субсидисен витĕмĕ курăмлă — унпа усă курса хуçалăхсем, фермерсем хăватлăрах техника илеççĕ.

Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси уксахлать. Инспекци тĕрĕслеве чăрмавсăр тăвас енĕпе мерăсем йышăннă, апла пулин те чылай район кăтартăвĕсем япăх. Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар районĕсенче вĕсем 64-70% шайĕнче, Шупашкар хулипе районĕнче, Патăрьел районĕнче чылай пĕчĕкрех — нумай техникăна шутран та кăлармаççĕ, унпа усă та курмаççĕ. Вăл тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ: ĕлĕкхи йăлана тавăрса республика шайĕнче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартмалли смотр йĕркелени вырăнлă. Халь техника хаклă — ăна тĕрĕс упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Суворов ячĕллĕ, «Çĕр улмине мухтав», хуçалăхсем, «Çĕрпӳ беконĕ» предприяти хăйсен комбайнĕсене тăрă айăнче тирпейлĕ упраççĕ — вĕсенчен ыттисем те тĕслĕх илни лайăх пулĕччĕ.

www.hypar.ru