Новости по теме

26 Çу, 2014

Вулавăш: кĕнеке çÿлĕкĕсем кăна мар

Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче шкулпа ял библиотекин çурчĕсем хире-хирĕçех вырнаçнă. Пĕлÿ çуртĕнче тупайман кĕнеке-журнала шырама вулавăша вĕренекенсем кĕске тăхтав вăхăтĕнче те чупса каçма пултараççĕ. Тĕслĕх вулавăшăн ертÿçи Вера Леонтьева ваттине те, вĕттине те ялан ăшшăн кĕтсе илнĕрен туртăнаççĕ те кунта ял çыннисем.

26 Çу, 2014

Саккăрмĕш тĕл пулуччен, фестиваль!

Шупашкарта иртнĕ Халăхсен хушшинчи кинофестиваль вĕçленчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене. Вĕсене çеç мар, кино çăлтăрĕсене Хĕрлĕ Чутайсемпе Патăрьелсем те йышăнчĕç. Мĕншĕн шăпах вĕсем-ха? "Культура территорийĕ" ята кăçал шăпах вĕсем тивĕçнĕ.

Кинофестиваль малтанхи çулсенчи пекех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хупăнчĕ. Тĕплĕнрех "Хыпарăн" ыранхи номерĕнче.

26 Çу, 2014

Шупашкар коопераци институчĕн студенчĕсем - чи маттуррисем

Çакнашкал пĕтĕмлетÿпе вĕçленчĕç аслă шкулта иртнĕ Раççей коопераци университечĕн филиалĕсенче вĕренекен студентсен ăмăртăвĕсем. Шупашкарти пулас кооператорсем чылай тупăшура мала тухса Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. «Эпĕ сирĕнпе мухтанатăп, Универисадăн пĕрремĕш чемпионĕсем!

23 Çу, 2014

Лайăххине ырларĕç, начаррине хурларĕç

Кĕçнерни кун Правительство çуртĕнче ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пурлăхпа çĕр специалисчĕсем хутшăнчĕç.

23 Çу, 2014

Юбилей тата сумлăрах иртĕ

Республикăри хула-ялсенче Аслă Çĕнтерĕвĕн 69 çулхи кунне сумлăн ирттернĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ, йĕркелÿ комитечĕ унăн 70 çулхи юбилейне тата мăнаçлăраххăн ирттерме хатĕрленме тытăнчĕ те. Ку ыйтупа унччен те ĕçленĕ. Юбилейлă уявăн йĕркелÿ комитечĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ, тĕп мероприятисен ĕç планне хатĕрленĕ.

23 Çу, 2014

"Хыпарăн" шăмат кунхи номерĕнче уйăхра пĕр хут тухакан "Культура" кăларăм кун çути курать.

Унта тĕрлĕ тема хускатă. Л.Атлай ăсчах, сăмахран, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи тăван литературăри паянхи ял тата хула çамрăкĕсен сăнарне уçса панă. Н.Смирнова журналист Елчĕк районĕнчи историпе тавра пĕлÿ музейĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Л.Сачкова çыравçăн "Чакак йăвисемшĕн" калав та вулавçăсене кăсăклантарасса шанатпăр.

Pages