Новости по теме

20 Çу, 2014

Тăвайсем йышăнаççĕ

Çак тапхăрта чылай районта ĕнене машинăпа сăвакансен конкурсĕ иртет. Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсем те хăйсен хуçалăхĕн чысне хÿтĕлесе пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх – районсенче мала тухнисем республика шайĕнчи ăмăртăва тухаççĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсене Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" фирма йышăнать. Конкурс çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче иртет.

19 Çу, 2014

Кино уявĕ уçăлчĕ

Ĕнер "Çеçпĕл" кинотеатрта чаплă лару-тăрура халăхсен хушшинчи VII Шупашкар кинофестивалĕ уçăлчĕ. 2008 çултанпа Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен кино уявĕ - республикăн культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри. Конкурс программине Лариса Садиловăн "Она" илемлĕ фильмĕ уçрĕ. Унпа режиссер хăй тата Наталья Исаева артистка паллаштарчĕç. "Фестивальсен фестивальне" уçаканĕ - Алексей Герман режиссерăн "Трудно быть Богом" ĕçĕ.

19 Çу, 2014

Яланах тăнăçлăх хуçаланĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Красная звезда" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕпе Олег Грознăйпа тата тăван республикăмăрта çуралса ÿснĕ, чăваш офицерĕсен Мускаври "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" ентешлĕхĕн хастарĕсемпе Александр Зиновьев генерал-майорпа тата РФ Оборона министерствин Çар академийĕн профессорĕпе Иван Николаев полковникпа тĕл пулнă.

Тĕплĕнрех - "Хыпар", 2014, çу, 20.

19 Çу, 2014

"Хатĕр пул!"

Çак юрă сăмахĕсене Совет Союзĕнче кашни ача пĕлнĕ. Ахăртнех, вĕсен хушшинче "пионер" ята илтме ĕмĕтленменни пулман та. Пионер - чи шанчăклă юлташ, аслисене хисеплет, кĕçĕннисене кÿрентермест, кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Союз пионер организацине туса хунăранпа 92 çул çитрĕ. Пионер кунĕ ачасен чи юратнă уявĕ пулнă. Çак кун парад, линейка ирттернĕ, пионерсен ретне илнĕ, кăвайт чĕртнĕ...

19 Çу, 2014

Юратни аван, упрама та ан ман

Муркашра Çемье кунне халалласа уяв мероприятийĕ иртнĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев районти чи лайăх, туслă тата тĕслĕх çемьесене саламланă май район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

19 Çу, 2014

Паллашăр: "Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм

Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, ют культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать. Акă Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Митрофановăн 15-ре чухне çемьери лару-тăрăва пула Францие куçса кайма тивнĕ.

19 Çу, 2014

Маттур, Наталия!

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пермьре професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх почтальон - 2014" конкурсăн округри тапхăрĕ иртнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх почтальон ятне виççĕмĕш хут ĕнтĕ Чăваш Ен представителĕ тивĕçнĕ.

19 Çу, 2014

Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей регионĕсенче пĕрремĕш хут - Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта - "Асамат кĕперĕ" центрта "Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем: вĕсем укçа, марка, открыткăсем ÿкернĕ" курав уçăлать.

Pages