Юратни аван, упрама та ан ман

19 Çу, 2014

Муркашра Çемье кунне халалласа уяв мероприятийĕ иртнĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев районти чи лайăх, туслă тата тĕслĕх çемьесене саламланă май район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Праçнике кашни ял тăрăхĕнчи пултаруллă çемьесене пухнă. Вĕсенчен кашнийĕ телей вăрттăнлăхне уçнă. "Пĕр-пĕрне юратни, ăнланни - телейлĕ çемьен тĕп талисманĕ",- палăртнă Муркашри Ефросинийăпа Николай Куликовсем. Москакассинчи Галинăпа Валерий Голебевсем вара хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ, вĕренсе пынă. "Хуняма пире яланах пулăшнă",- пĕлтернĕ Галина Гергиевна. "Кил хуçи хĕрарăмĕн çемье пуçĕпе пĕр "урапа" çинчех ларса пымалла. Пĕр-пĕрне хисеплеме кăна мар, каçарма та пĕлмелле. Çавăн чухне кăна çемье арканмасть. Юрату та сÿнмест",- тенĕ Хорнуйри Михеевсем. "Çын пĕччен чухне тулли телейлĕ пулаймасть. Çавăнпа пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпех упрамалла",- юлашкинчен пĕтĕмлетнĕ пухăннисем. Уяв юрă-кĕвĕпе, ташă-сăвăпа пуян пулнă. Телейлĕ мăшăрсем вальс ташланă, çамрăклăха аса илнĕ.

Рубрика: 
Автор: