Новости по теме
Польшăран - тав сăмахĕ
Нумаях пулмасть «Хыпар» хаçатра вырăс халăхĕн паллă сăвăç-юрăçин Владимир Высоцкин сăввисен чăвашла куçарăвĕсем кун çути курчĕç.
Çитсе курăр ... картишне
Канаш хулинче "Чăваш картишĕ" кашни кураканах хапăлласа йышăнать. Мĕнпе илĕртет-ха вăл? Мĕнпе пуян вăл?
Канашри тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем çамрăк ăрăва мăн асаттесен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕн паллаштарас тесе çĕнĕ проект хатĕрленĕ. Чăваш хресченĕн картишĕнче хальлĕхе çил арманĕ, пураласа тунă пусă, тĕрлĕ йышши пусă ... пур.
Спорт керменĕсем малашне те çĕкленĕç
Çĕнĕ технологисене çул параççĕ
КЭСăн çĕнĕ стратегийĕ
"КЭС" АХО холдинга çĕнĕлле йĕркелесе çак никĕс çинче вертикаль мелĕпе пĕрлешнĕ компани çуралмалли çĕнĕ бизнес-стратегие пурнăçлама тытăннă. Çакăн çинчен иртнĕ тунти кун КЭС ĕçлекен анлă территори - 16 регион - журналисчĕсем валли йĕркеленĕ видеоконференцире холдинг гендиректорĕ Борис Вайнзихер пĕлтерчĕ.
Ырă ĕçĕмпе тăван халăх сумне ÿстересчĕ
Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕ 2010 çулта чăмăртаннă. Унччен маларах Севастополь чăвашĕсем пĕрлешнĕ. "Анчах вăл унти пурнăçа кăна кăтартнă. Пĕтĕм Украина ĕçĕ-хĕлĕ курăнман. Тăватă çул каялла Остер хулинче пулнă хыççăн Украинăра пурăнакан чăвашсен пĕрлĕхне йĕркелемеллине ăнланса илтĕм, - тет Надежда Лисовая.
Юбилее халалланă ăмăртусем
Çитес çул Раççейре йывăр атлетика тата кире пуканĕн спорчĕ аталанма пуçланăранпа 120 çул çитет. Тимĕр вăййине юратакансен кружокне пирĕн çĕр-шывра пуçласа Санкт-Петербургри паллă врач В.Краевский хăйĕн килĕнче 1895 çулта йĕркеленĕ. Çывхарса килекен юбилее халалласа çĕр-шыври тĕрлĕ хулара, çавăн пекех чăваш Енре те, пысăк ăмăртусем ирттерме тытăнчĕç. Хăш-пĕр турнирта хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, спорт ветеранĕ Петр СИДОРОВ пулнă.
Тĕплĕнрех - çĕнĕ номерте.
"Хыпар", 90 № /26496/ 20. 05.2014
Чи лайăх почтальон
Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх почтальон ятне пирĕн ентешсем çĕнсе илеççĕ. Кăçал сумлă ята Çĕрпÿ районĕнчи Опытный поселокри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Наталья Степанова тивĕçнĕ. Пултаруллă почтальона скутер парса чысланă.