Çиччĕмĕшĕ уйрăмах асра юлĕ
Çичĕ çул каялла турĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Чăваш Ен çĕрĕ çинче. Ун чухне çак пулăма тĕрлĕрен хаклакансем пулчĕç: хăшĕсем иккĕленчĕç, теприсем хавхаланчĕç, Раççей кинолентисене тинех анлă экран çинче пăхма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕç. Паян вара унсăр - халăхсен хушшинчи Шупашкар кинофестивалĕсĕр - республика культура пурнăçĕ чăннипех кичем пулĕччĕ. Кинофорум çулленех премьерăсемпе пуян. Унсăр пуçне хула çыннисене паллă артистсемпе тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем кĕтеççĕ. Фестивалĕн кăçалхи программи тата та пуян, çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче 70 ытла мероприяти иртĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çичĕ çулта Шупашкар кинофестивалĕнче 330 ытла кинокартина кăтартнă, ун ĕçне Раççейри тата чикĕ леш енчи 220 ытла артист, режиссер, оператор, продюсер хутшăннă.
Виçĕм кун «Çеçпĕл» кинотеатрта халăхсен хушшинчи çиччĕмĕш кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ун умĕн маларах Наци библиотекинче кинофорум йĕркелÿçисем журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.