Польшăран - тав сăмахĕ

20 Çу, 2014

Нумаях пулмасть «Хыпар» хаçатра вырăс халăхĕн паллă сăвăç-юрăçин Владимир Высоцкин сăввисен чăвашла куçарăвĕсем кун çути курчĕç.

Вĕсемпе Владимир Высоцкин Польшăри музейĕн директорĕ Марлена Зимна доктор хаваспа паллашнă. Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çуртне аякри çĕр-шывран саламлă çыру çитрĕ. «Хисеплĕ Алексей Петрович! Сире В.Высоцкин сăввисен куçарăвĕсене хаçатра пичетленĕшĕн пысăк тав. Эпĕ чăвашла ăнланмастăп пулин те илемлĕ куçарусен кĕвви-çемми чуна тыткăнларĕ», - тенĕ унта. Çавăн пекех вăл паллă поэтăн хайлавĕсен куçаруçине Владимир Суркова тав сăмахĕ калать. Çырура çак куçарусене «Владимир Высоцкий на языках мира» кĕнекене кĕртессине те пĕлтернĕ.

Рубрика: 
Автор: