Чунран тăрăшакан хăйĕн ĕçĕнче хастарлăхпа палăрса халăхра ырă ят хăварать. Ĕçченлĕх, сатурлăхпа сăпайлăх тыткăнлать кунашкал çынсене. Кăмăла уçса виçеллĕ калаçаççĕ вĕсем. Сăмаха вара ялан ĕçпе çирĕплетеççĕ. Пĕрре курса калаçсанах чунра ăшă туйăм çуралать, тепре те тĕл пулас килет.
Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта пуçласа Пĕтĕм Раççейри хор фестивалĕ иртет. Мероприятие Культура çулталăкне тата Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине уявлама хатĕрленнипе çыхăнтарнă.
"Шупашкар юрлать!" хор фестивальне Чăваш Енри, Йошкар-Олари, Хусанти, Чĕмпĕрти музыка коллективĕсем хутшăнаççĕ. Ача сачĕсемпе шкул хорĕсем - Ю.Чичиковăн, В.Шаинскин, А.Островскин, А.Пахмутовăн, студентсемпе аслă ăрурисен хорĕсем А.Асламасăн, Г.Хирбюн, М.Глинкин, И.Дунаевскин юррисене шăрантарĕç. Хора 700 ытла çын хутшăнмалла. Юрăсене театр композицийĕсем пуянлатĕç.
Халăхсен хушшинчи Шупашкарти кинофестиваль малалла ĕçлет. Илемлĕ фильмсен тата наци киностудийĕсен конкурс программисемсĕр пуçне тата вун-вун мероприяти иртет республика тĕп хулинче, çавăн пекех кăçал "культура территорийĕ" ята тивĕçнĕ Патăрьелпе Хĕрлĕ Чутай районĕсенче.
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова брифинг ирттерчĕ. РФ Правительстви федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсен ĕç-хĕлне 2013 çулшăн хак парассипе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕ.
Çĕр-шыва КПСС Тĕп Комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕ, СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ Н.С.Хрущев ертсе пынă çулсенче куккурус пусă çаврăнăшĕнче тĕп культура шутланнă, ăна хисеплесе "уй-хир пики" ят панă. Вăл çулсенче пирĕн тăрăхра та анлă сарăлнă. Чапа тухнă колхоз председателĕ Сергей Коротков 6 теçетке çул каяллах новаторла пуçару тунă.