Пысăк Упакассинчи пысăк уяв

22 Çу, 2014

Ку тăрăха ура ярса пуснă-пусманах чăваш литературин ылтăн çÿлĕкĕ çинче вырăн тупнă «Хĕн-хур айĕнче» поэмăри вилĕмсĕр йĕркесем аса килеççĕ:

Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.
Хĕлле е çулла - такам та туйĕ -
Вăрманлăх кунта хÿтлĕхне тытать.
 

«Чăваш халăх поэчĕ, пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Çемен Элкер хăйĕн истори пĕлтерĕшлĕ хайлавĕнче çырса кăтартнă тапхăрти сăнсем мĕн паян кунчченех упранса юлни савăнтарать пире. Вăрмана тĕлли-паллисĕр каснă вăхăтра та «Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕпе» чикĕленекен ем-ешĕл пуянлăха сыхласа хăварма пултартăмăр эпир, - тет Пысăк Упакасси ялĕнче пурăнакан чи ватă çын, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 98 çулти Максим Сергеевич Михайлов. - Семен Васильевич Шупашкартан тăван яла килсен ял çывăхĕнчи хырлăха уçăлса çÿреме тăтăшах тухатчĕ, кашни хутĕнчех мана пĕрле чĕнетчĕ. Халăх сăвăçи çине тăнипех çакăнти ешĕл палăка мотор пăчкипе касса тÿнтерессинчен упраса хăвартăмăр мар-и? Çавăншăн мухтавлă ентешĕмĕре тав тунăнах епле пĕр канашлăн кашлаççĕ паян тÿпенелле кармашакан яштак хырсем...»

Çав хырлăх хĕррипе тăсăлакан автоçулпа пырса пĕр çухрăм пек утсан Пысăк Упакассине пăрăнакан хĕреслĕ çул çине çитсе тухатăн. «Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕн» варри шăпах çакăнта. Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ кунсенче чаплă поэта сăпка сиктерсе ÿстернĕ ял çыннисем ку вырăнта Семен Васильевича халалласа аллея уçма палăртрĕç. Пархатарлă тĕллеве чыслăн пурнăçа кĕртрĕç вĕсем: Элкер юбилейĕ тĕлне ăна ĕçпе çирĕплетрĕç. Халĕ вара ку тăрăха килекенсене ешĕл аллея кăмăллăн та тараватлăн кĕтсе илет. Унта «Кушлавăш уйне» кĕнĕ 12 ял - Кушлавăш, Пысăк Упакасси, Пĕчĕк Упакасси, Шуркасси, Шĕпекеч, Ершепуç, Кÿстÿмĕр, Хураçырма, Кив Мĕлĕш, Çĕн Мĕлĕш, Кульцав тата Алманчăк - ятне çырнă юпасем лартнă. «Пурăна-киле аллея илем кÿрекен йывăçсемпе пуянлансах пырĕ. Хальлĕхе 12 хурăн лартрăмăр, - тет Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев. - Пĕлетĕр-и, Çемен Элкер çак йывăçа шутсăр кăмăлланă. Вăл çырнă пĕрремĕш сăвă та «Хурăн» ятлă пулнă.

Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнине чысласа ирттерекен савăнăçлă пухăва хутшăнакансем чи малтан çак аллейăна чаплă лару-тăрура уçрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасем - Чăваш Республикин Профессионал çыравçăсен пĕрлĕхĕн делегацийĕ /ăна филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Виталий Родионов ертсе пычĕ/, Йĕпреçсен ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Федоров, Çемен Элкерĕн ывăлĕсем Юрий тата Петр Элкерсем Йĕпреç районĕн ертÿлĕхĕн яваплă çыннисемпе пĕрле аллея умĕнчи хапха çине çакнă хĕрлĕ хăйăва касрĕç те - тĕл пулăва килнисене «Кушлавăш уйĕ» хăйĕн ытамне йышăнчĕ. Кунтах - Вăрнар районĕнчи Ершепуç тата Кульцав ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Евгений Музяковпа Евгений Нараткин ертсе килнĕ ушкăн. «Ÿлĕмрен ку кĕтесе тирпей-илем кÿме пĕрлехи вăйпа хутшăнăпăр, - савăк кăмăлпа пĕлтерчĕ Кульцав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Нараткин. - Семен Васильевичăн тивлечĕ пире яланлăхах пĕрлештерсе туслаштарчĕ. Эпир, вырăссемпе чăвашсем, пĕр кил-йыш туйăмĕпе пурăнассине кирек хăçан та тĕпе хурăпăр...»

Çакăн хыççăн уява пуçтарăннисем Пысăк Упакассинчи Çемен Элкер ячĕллĕ урама çул тытрĕç. Чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă кунсенче /1994 çул/ Элкер çуралса ÿснĕ çурт вырăнĕнче Владислав Зотиков скульптор ăсталанă Асăну палăкне вырнаçтарнă. Хаклă хăнасем тата Кушлавăш тăрăхĕнчи ялсенчен килнĕ çынсем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унччен çак урама Пысăк Упакассисем Траккасси урамĕ тенĕ. Поэта сăпка сиктерсе ÿстернĕ çурт тахçанах çук ĕнтĕ. Ун вырăнĕнче - çĕнĕ çурт. Керменте Семен Васильевичăн çывăх тăванĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех «Трудовик» колхозра «хурçă ут» çÿретнĕ Николай Элкер ветеран пурăнать. Вăл халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма яла тĕрлĕ çĕртен килсех тăракан хăнасене хапăл йышăнать, вĕсене мухтавлă та сумлă ентешĕ çинчен хавхаланса каласа парать.

Çемен Элкер юбилейĕпе çыхăннă уяв Траккасси урамĕнчен ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул картишне куçрĕ. Шкул Элкер ячĕпе хисепленет, кунтах Чăваш халăх поэчĕн музейĕ пур. Музей ертÿçи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Раиса Евграфова хăнасене экспонатсемпе паллаштарчĕ.

Кашни ирех ачасене тараватлăн кĕтсе илекен чаплă сăвăçăмăр бронза палăкран çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пăхать. Тепĕр самантран палăк умĕ вăрман уçланкинчен татса килнĕ çепĕç чечексен хĕмсĕр çулăмĕпе çиçме тытăнчĕ.

Виталий Родионов, Владимир Кузьмин, Николай Жирнов, Нина Изедеркина çыравçăсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Геннадий Кирилловпа Надежда Кириллова Чăваш халăх поэчĕн пуян еткерлĕхĕ, вăл пирĕн хыççăн килекен ăрусене те тĕрĕс пурăнма, ыррине усалран уйăрма вĕрентекен ăслăлăх шкулĕ пулса тăрасса шанни çинчен каларĕç. «Çемен Элкер вăрманлă-юхан шывлă Кушлавăш тăрăхĕнче кăна çуралма пултарнă, - палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши. - Пулăх тăпраллă çĕр-аннемĕр ăна вилĕмсĕр хайлавсем çырма вăй-хал парса тăнă». Михаил Николаевич Семен Васильевичпа тĕл пулса калаçнă самантсене ăшшăн аса илчĕ.

Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн хаçат редакцийĕ çумĕнчи Çемен Элкер ячĕллĕ литпĕрлешĕвĕн /сăмах май, ăна халăх поэчĕ ятне панăранпа кăçал шăпах 60 çул çитрĕ/ хастар членĕ, нумай кĕнеке авторĕ Гаврил Луç сăвăç та хăйне литературăра пуçламăш утăмсем тума хавхалантарнă аслă вĕрентекенне халалланă хайлавсене савăк кăмăлпа вуларĕ.

Элкер уявне «Кушлавăш тăрăхĕн вун икĕ ял уйне» кĕрекен ялсенчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем, «Элкер вулавĕсем» ятпа районта иртнĕ çамрăк талантсен конкурсĕнче çĕнтернисем хутшăнчĕç.

Рубрика: 
Теги: