Шупашкар юрлать!
21 May, 2014 | Хула

Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта пуçласа Пĕтĕм Раççейри хор фестивалĕ иртет. Мероприятие Культура çулталăкне тата Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине уявлама хатĕрленнипе çыхăнтарнă.

"Шупашкар юрлать!" хор фестивальне Чăваш Енри, Йошкар-Олари, Хусанти, Чĕмпĕрти музыка коллективĕсем хутшăнаççĕ. Ача сачĕсемпе шкул хорĕсем - Ю.Чичиковăн, В.Шаинскин, А.Островскин, А.Пахмутовăн, студентсемпе аслă ăрурисен хорĕсем А.Асламасăн, Г.Хирбюн, М.Глинкин, И.Дунаевскин юррисене шăрантарĕç. Хора 700 ытла çын хутшăнмалла. Юрăсене театр композицийĕсем пуянлатĕç.

А.ГРОМОВА