Новости по теме
"Асанне арчи" - пуласлăх сăпки
Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Унта тем тĕрлĕ тупра та - тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк-алка, шÿлкеме - пур. Кун пирки тĕплĕнрех "Асанне арчи" - пуласлăх сăпки" статьяна вуласа пĕлĕр.
Ырă йăла-йĕркепе пуян повеç
Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев повеç-калав çырса çеç мар мухтава тухнă. Пĕлес текенсене "Ырă йăла-йĕркепе пуян повеç" статьяна вулама сĕнетпĕр.
Культура çулталăкне халалланă мероприятисем йышлансах пыраççĕ
Юлашки тапхăртисенчен пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, халăхсен хушшинчи VII Шупашкарти кинофестивальпе çыхăннăччĕ. Тĕп хулари пур кинотеатрта тенĕ пекех иртрĕç унпа çыхăннă ĕçсем. Мероприятисене пин-пин çын çитсе курчĕ. Шупашкарсем çеç мар, Патăрьелсемпе Хĕрлĕ Чутайсем те паллашрĕç кинофестиваль хăнисемпе.
Пуля айĕнчи интервью
«Самант» 5 №, çу уйăхĕ
Приватизаци бюджета тĕревлетĕр
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче 2015-2019 çулсенче республика электроэнергетикине аталантармалли схемăпа программăна ырланă. Чăваш Енĕн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли планне пăхса тухнă. ЧР Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлакан патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунă.
Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.
Регбол команди - пĕрремĕш
Палăка пограничниксене халалланă
Ĕнер пограничниксем хăйсен уявне анлăн паллă тунă. Шăмăршăсем çав кун чикĕ сыхлавçисене халласа лартнă палăка уçнă. Ăна салари кану паркĕнче вырнаçтарнă.
Палăка спонсорсен тата пограничниксен çарĕнче пулнисен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Ырă çак ĕçĕн пуçаруçи тата йĕркелÿçи - Шăмăршă районĕнчи "Пограничное братство" общество организацийĕн председателĕ Е.Сетриванов. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Мускавпа Шупашкар хулисенчен килнĕ пысăк хăнасем те хутшăннă. Кану паркĕнчи çак вырăна шкул ачисемпе çамрăксем питĕ килĕштереççĕ.
"Тăлăхсене аслă юлташ кирлех"
Чăваш Республикинчи ача çурчĕсемпе интернат шкулсенчен çуллен 50-100 тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи çулне професси пĕлĕвĕ паракан организаципе е аслă шкулпа çыхăнтарать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, 12 интернатран 58 çавнашкал çамрăк тухнă.