Регбол команди - пĕрремĕш

28 Çу, 2014

Çак кунсенче Чăваш Ене савăнăçлă тепĕр хыпар çитрĕ: регболистсен команди çĕр-шыв кубокĕнче çĕнтернĕ. Турнир Киров облаçĕнчи Вятка патшалăх гуманитари университечĕн спорт комплексĕнче иртнĕ.

Ăмăртура Новосибирск, Екатеринбург, Киров, Шупашкар командисем вăй виçнĕ. «Пирĕн спортсменсем кашни тĕл пулура хастар пулчĕç, пĕринче те выляса ямарĕç. Финалта пирĕн каччăсем пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕпе - Екатеринбургри «Уральский легион» командăпа - тупăшрĕç. Телее, Чăваш Ен команди вĕсене парăнтарма пултарчĕ: вăйă 15:4 шутпа вĕçленчĕ», - пĕлтернĕ ЧР регбол федерацийĕн ертÿçи Иван Андреев. Ку - республика регболисчĕсен пирвайхи чи пысăк çитĕнĕвĕ. Пирĕн ентешсем çĕр-шыв ăмăртăвĕсенче темиçе хут та хутшăннă, анчах çакнашкал кăтартупа палăрайман.

Рубрика: