«Самант» 5 №, çу уйăхĕ

28 Çу, 2014

«Самант» тусĕсем кĕçех алла журналăн çĕнĕ номерне илĕç. Черетлĕ кăларăм тухнишĕн вĕсем чунран хĕпĕртессе шанатпăр. Ахальтен мар: «Пичетленнĕ кашни сăвă-калавшăн савăнатăп!» - тет журнал тĕпелĕн çамрăк хăни Элина Иванова.

«Иртнипе малашлăх чиккинче» ярăмра Владимир Милютин ташă ăсти урасем кăна мар, алăсем те ташлама пултарнине ăнлантарса парать. «Атăлçи мул-туприне» шыракансем хальхинче Çтаппан Разин пуянлăхĕпе кăсăкланĕç. «Аслă анне Ева пикисем» ярăма «Анаман Алена: Атăлçири Жанна д ’ Арк» статья малалла тăсать.

«Чуна уçнă самант» хăни - Ульяна Питакова. Вĕренÿре малта, ĕçре хастар хĕр-упраçа «Самант» тусĕсем «Кĕмĕл сасă» фестивальте асăрхарĕç те ас туса юлчĕç пуль.

Юрату хĕвелĕн çутисĕр пурăнайман вулакансене пĕр чиперкке аса илĕвĕпе паллаштаратпăр.

Илемлĕ литературăпа туслашас текенсен Клава Пыркинăн «Кăвак кĕл чечек» калавĕпе паллашмаллах.

Мĕн пичетленине пурне те каласа пĕтереймĕн. Журнала пĕр чарăнми вуласа тухасса шанатпăр. Тем те пур унта!

Рубрика: 
Теги: