Новости по теме

4 Çĕртме, 2014

"Сывлăх", 22 /787/ №, 05. 06. 2014

 Сыпăсене пулăшасчĕ.

 Ирхи сывлăм тăрăх - çара уран.

Хĕрен пăтти аван.

 Пăрçа: типпи те, чĕрри те.

 Сиплевсем пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ.

 Кишĕр çеçки çăмăллăх кÿрет.

 Çăварта йÿçек тутă тăрсан.

 Кофе - астмăна хирĕç.

 Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.

 Çивĕчĕ пилĕк таран ÿстĕр.

 Чикенрен- çĕр улми.

 Кĕпе çума хăшĕ лайăхрах?

 Кĕле çуркалансан.

 Пÿртре шăнкăрав çакăр.

3 Çĕртме, 2014

Парăма вăхăтра татмалла

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшне ÿстерес, çынсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртрĕ. Республика хысни епле туласси предприятисенчен, уйрăм çынсенчен налук мĕнле пырса тăнипе тÿрремĕн çыхăннă. Налук пухăнасси вара производство кал-кал ĕçленинчен, çынсем шалу вăхăтра тата туллин илсе тăнинчен нумай килет. Ĕç укçи пысăкрах тăк налук та ытларах пухăнать. Ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха?

3 Çĕртме, 2014

Пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ

Пасар - суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, вăл - хăй пĕр тĕнче. Хăйĕн асамлăхĕ унăн, илĕртÿлĕхĕ. Астармăшĕ те пур тенĕ пулăттăм. Темиçе çул каялла çĕр-шывра "хуçаланнă" асар-писер тапхăрĕ "хурăнташне" хăй айне лÿчĕркелесе, пĕтĕрсе чикрĕ. Малашне мĕн кĕтет ăна? Çакăн çинчен сăмах пуçарать автор "Публицист шухăшĕ" ярăмра пичетленнĕ статйинче.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Pages