«Эпĕ чейниксен пуçлăхĕ»
Çакнашкал ятпа Элĕк районĕн музейĕнче сăмаварсен куравĕ уçăлнă. Учрежденире авалхи вун-вун савăт упранать, музее килекенсем вĕсемпе яланах кăсăкланаççĕ.
Куравра тĕрлĕ сăмавар: электричествăпа ĕçлекенни те, вутпа ăшăтмалли те, пушмакли те... Илемлетнĕ савăтсене те çынсем интересленсе пăхаççĕ. Хăш-пĕр историк çирĕплетнĕ тăрăх - сăмаварсене 18-мĕш ĕмĕрте Тулăра ăсталама пуçланă. Каярах «чейниксен пуçлăхĕ» Мускав, Петербург хулисенче, Владимир, Ярославль тата Вятка кĕпĕрнисенче сарăлнă. Сăмавар тĕпелти тĕп савăт-сапа шутланнă, çавăнпа вăл сĕтел варринче ларнă. Анчах та ăна вăтам тата пуян тупăшлисен килĕсенче кăна курма май пулнă. Юлашки вăхăтра сăмавартан чей ĕçесси йăларан тухрĕ, паянхи кун «чейниксен пуçлăхне» музейра кăна тĕл пулатăн.
Е.АНДРЕЕВ