Çĕр улмин хисепĕ хăçан таврăнĕ?

4 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ ĕмĕре пырса кĕнĕ-кĕменех пирĕншĕн "иккĕмĕш çăкăр" шутланакан çĕр улмин чыс-сумĕ палăрмаллах чакрĕ. Ăна валли уйăракан лаптăксем куç умĕнчех пĕчĕкленчĕç. Шуртанпа Мамире кăна мар /асăннă ялсем Канаш районне кĕреççĕ/, Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнче те апат-çимĕçĕн тĕп продуктне аграри тытăмĕнчи предприятисем пусă çаврăнăшĕсенче вырăн парасси "манăçа" тухма пуçларĕ. Лару-тăру çакăн пек йĕркеленме тытăннипе, паллах, пĕрре те килĕшес килмест. Хăй вăхăтĕнче, пайăррăн илсен, ылханлă вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн çĕр улми пирĕн ÿсĕмри ачасене выçă вилесрен çăлса хăварнине ытла та хăвăрт мантăмăр-ши?

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Рубрика: 

Новости по теме