Парăма вăхăтра татмалла

3 Çĕртме, 2014

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшне ÿстерес, çынсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртрĕ. Республика хысни епле туласси предприятисенчен, уйрăм çынсенчен налук мĕнле пырса тăнипе тÿрремĕн çыхăннă. Налук пухăнасси вара производство кал-кал ĕçленинчен, çынсем шалу вăхăтра тата туллин илсе тăнинчен нумай килет. Ĕç укçи пысăкрах тăк налук та ытларах пухăнать. Ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха? Çакăн çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Новости по теме