Прагăран - медальсемпе

4 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен каратисчĕсем сетокан енĕпе иртнĕ Европа ăмăртăвĕнчен медальсемпе таврăннă.

Ку хутĕнче турнира Чехин тĕп хули йышăннă. Унта 20 çĕр-шывран 700 ытла спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне ЧР хĕвел тухăç кĕрешĕвĕн федерацийĕн спорт клубĕнче ăсталăха туптакан 4 çамрăк хÿтĕленĕ, хăйсен ушкăнĕнче кашниех медаль çĕнсе илнĕ. Чи çамрăк каратист, Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Александр Максимов ката тупăшăвĕнче - «ылтăна», кумите енĕпе "бронзăна" тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи чылай ăмăрту çĕнтерÿçи Никита Беловещев пуринчен вăйлăрах пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ: 9 çула çитмен яшсен йышĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Тепĕр ентеш Артем Осипов ката турнирĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă, 15-ри Дмитрий Петров та пухмача «бронзăпа» пуянлатнă.

Рубрика: 

Новости по теме