Новости по теме
"Сывлăх", 23 /778/ /, 11. 06. 2014
"Вырăнти хăй тытăмлăх"
Асăннă кăларăм влаç органĕсем халăх ыйтăвĕсене татса парассишĕн, яла тирпей-илем кÿрессишĕн, пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн тата ыттишĕн мĕнле ĕçленине уççăн çутатать. "Хыпар" хаçатăн юн кунхи номерĕнче кун çути курнă кăларăмра та ку темăна çивĕч хускатнă. Статьясен ячĕсемех çакăн çинчен калаççĕ: "Хальлĕхе тÿнтерле ÿкерчĕк", "Кÿренсе тата кÿрентерсе пурăнар мар", "Тепĕр суйлавччен кĕттересшĕн-ши?", "Пĕр-пĕрне ăнлансан сахалрах йăнăшăпăр..."
Енчен сире эпир халĕ мĕн калани кăсăклантарнчĕ тăк - хаçатăн юн кунхи номерне алла илме тăрăшăр.
Çĕр ытларах усă кÿтĕр
Пирĕн ентешсем - çĕр-шыв чемпионĕсем
Спорт мелĕпе утакансен Раççей чемпионачĕ Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче тата "Олимпийский" стадионта, малтан палăртнă пекех, икĕ куна пычĕ. Чемпионат парнисемшĕн тата çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисене кĕме тивĕçлĕ пулассишĕн Мордва, Чăваш, Удмурт республикисен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисен, Новосибирск, Пенза, Кемĕр, Мускав, Иваново облаçĕсен тата ытти хăш-пĕр регионăн чи пултаруллă спортсменĕсем тупăшрĕç. Командăсен хушшинче малти вырăнсене Мордвапа Чăваш республикисен тата Мускав атлечĕсем йышăнчĕç.
Тĕплĕнрех - çитес номерте.
Зоопарка ăсатма иртерех
Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.
Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. "Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?" - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?
Асăрханулăх - çул çинчи чи çывăх юлташ
Ачасем çăлнă
Вăрнар районĕнчи Аçăмçырминчи Олегпа Максим Федоровсем - пиччĕшĕпе шăллĕ, 16 тата 14 çулсенчисем - çак кунсенче пĕвере путма пуçланă арçынна çăлнă.