Шăрçа хурăн айĕнче ай аван!

10 Çĕртме, 2014

Мĕнле хурăн çинчен сăмах пынине, вулаканăм, ăнкараймарăн пулĕ-ха. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче "ÿсет" вăл. Унăн тураттисем хĕлĕн-çăвĕн симĕс. Туятăп, эпĕ шахвăртнине сисрĕн. Çапла, ăста алăсен "çимĕçĕ" ку йывăç. 3 метра яхăн çÿллĕш хурăн валли мĕн чухлĕ вĕтĕ шăрçа, пралук, цемент кирлĕ пулнине пĕлес килет-и? Санăн та çавăн пек ĕлккен япала янтăлас шухăш пур-и? Эппин, малтан ыранхи хаçатра тухакан материалпа паллаш, кайран - хÿхĕм сувенирсен чăн маçтăрĕсен ăсталăх класне çырăнма та пултаратăн.

Рубрика: 

Новости по теме