Çĕр ытларах усă кÿтĕр

9 Çĕртме, 2014

Правительствăн патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă уса курас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр, картографи службин республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен лаптăксем, вăл шутра пĕрлехи харпăрлăхри пайсем касса кăларас, вĕсен харпăрлăх правине шута илтерес ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ. Федерацин "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи çурла уйăхĕччен республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, пĕрлехи харпăрлăхлă çĕртен пайсем уйăрса кăларас ыйтупа çынсене пуçтарса пуху ирттермелле, вĕсене виçмелли проект хатĕрлеттермелле, пуху çирĕплетнĕ проектра пăхнă пайсене уйăрса кăларас тĕллевпе кадастр ĕçĕ пурнăçламалла пулнă. Анчах нумай районта çак тĕллев пурнăçланман.

Тĕплĕнрех - ыранхи, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи, номерте.

Новости по теме