Çимĕк тĕлне çуллахи ăшă та çитрĕ. Анчах куртка-плащ тăхăнаттăмăр, халĕ урамра 30 градуса яхăн шăрăх. Çурхи кунсенче тăруках çитсе тăнă шăрăх анратсах ярать тейĕн.
Çимĕк... çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ... Çимĕкрен çу вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. Çимĕкре кашни çынна чун-чĕри çуралнă тăрăхалла туртать.
Çимĕк... çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ... Çимĕкрен çу вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. Çимĕкре кашни çынна чун-чĕри çуралнă тăрăхăлла туртать.