Çимĕкре курăк сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет

7 Çĕртме, 2014

Çимĕк... çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ... Çимĕкрен çу вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. Çимĕкре кашни çынна чун-чĕри çуралнă тăрăхалла туртать. Хăйĕн «пĕчĕк çĕр-шывне» çулталăкĕпех ура ярса пусман çын та тÿссе тăраймасть, хыпалансах çула тухать.

Ĕлккен çак праçникре чăвашсем авалтан кил-çурта, хапхана пилеш, вĕрене тураттисемпе капăрлатнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вара хурăна та, çăкана та тиркеместчĕç. Çимĕк кунне арçынсем ир-ирех вăрмана кайса турат касса килетчĕç. Килĕшетчĕ çак йăла-йĕрке, çут çанталăкпа çывăх пулнăн туйăнатчĕ. Шел те, çулсем иртнĕçемĕн манăçрĕ хитре çак йăла. Сăнатăп та - çынсем халĕ вăрмана та сахалрах çÿреме тытăнчĕç. Канма кăна, шашлăк пĕçерме каяççĕ. Курăк пуçтарасси тĕлли-палли те çук. Йывăç лартасси те хистенипе кăна пулса пырать. Çапла, самана улшăнать, этем те ылмашать.

Çимĕк... Кĕçнерни кун ир-ирех хутнă, çичĕ тĕрлĕ курăкпа тутлăлантарнă, çĕнĕ хурăн милĕкĕ пĕçернĕ мунчапа асра юлнă вăл маншăн. Çулталăкĕпе те мунча унашкал тутлă пулмасть! Йывăç-курăк шăрши сăмсана кăтăклантарать! Çапăннă хыççăн çенĕке тухатăн та курăк шывне ас тиветĕнS акă вăл çут çанталăк ырлăхĕ! Пĕтĕм сиплĕхе хăвăн ытамна илетĕн тейĕн. Курăк тенĕрен... Мăн асаннепе эпир çу, çĕртме уйăхĕсенче армутие, вĕлтĕрене, шĕпĕн курăкне, хăлха çакки курăкне, хупаха, ама хупаххине, мелиссана, хурлăханпа хăмла çырлин çулçисене пухаттăмăр. Армутирен пĕчĕк милĕк те хатĕрлеттĕмĕр. Унпа мунчара çапăнсан ÿт-пÿ сывласа яратчĕ, çан-çурăм çăмăлланатчĕ. Çимĕкре курăкăн хăвачĕпе сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет тени тĕрĕсех-тĕр. Мăн асанне вĕрентсе хăварнине халĕ те асра тытатăп, пурнăçлама тăрăшатăп. Çу уйăхĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх армутипе вĕлтĕрене пухса хĕлле валли типĕтсе хуратăпах. Хам усă куратăп-и çук-и - пĕрех ÿркенместĕп. Çак ĕçе хĕрĕмсене те явăçтаратăп. Чылай курăка кăмăллатăп, çапах та армути - чи юратни. Унăн шăрши кăмăла çĕклет, ăс-тăна çивĕтлетет пек туйăнать. Журналист ĕçĕпе тĕрлĕ тăрăхра пулма тÿр килнĕрен акă мĕн сăнарăмS армутие ялсенче тĕрлĕрен калаççĕ-мĕн. Патăрьелсем, сăмахран, ăна эрĕм теççĕ. Комсомольски районĕнчи Асанкассисемшĕн вăл - шур арăм. Етĕрне районĕнчи Ирçесем вара ăна шăшлă курăк ят панă. Асăннă районти Советски еннелле вара вăл - сапорпи. Çу уйăхĕнче чечеке ларакан чăпăл курăкне Трак тăрхĕнче - тункăрма, Патăрьелпе Елчĕк районĕсенче вара мăкăр пуç, чăх вĕлерекен курăк теççĕ. Интереслĕ вĕт! Сăмах май, Патăрьел районĕнчи Шăхачра паянхи кунчченех Çимĕкре вăрмана кайса çамрăк хурăн касса килеççĕ. Ăна хăюсемпе капăрлатса ял тăрăх йăтса утаççĕ. Çимĕкре хĕрсемпе хĕрарăмсем юрă шăрантараççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Люляра, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра хĕрсем пуç кăшăлĕ туса шыва пăрахаççĕ...

Курăк йăл илнĕ вăхăта, Троицăна вырăссем симĕс çветке, Симĕс вырсарни кун тенĕ. Белгород облаçĕнче Çимĕке - Семик, Çĕпĕрте - Хурăн кунĕ, Украинăра - Симĕс Эрне, Сербире - Çу вăхăчĕ /Летница/, Румынире Русалия теççĕ. Вырăссем авал пÿртсене кăна мар, урам хушшине те чечексемпе, туратсемпе капăрлатнă. Чиркĕве те тĕрлĕ курăк лартнă. Урайне хурăн тураттисем, сиплĕ курăк хурса тухнă. Çимĕк тĕлне армути, пилеш курăкĕ, чапăр курăкĕ, пĕтнĕк, мелисса пухнă. Вĕсене чиркĕве илсе пырса сăвапланă. Кайран çав курăка пăрахман, киле илсе пырса çулталăкĕпех упранă. Чирлесен ăна вĕретсе ĕçнĕ.

Чăн та, Çимĕк тĕрлĕ йăла-йĕркерен пуян пулнă. Çимĕк вăхăтĕнче расна кĕпе тăхăннă. Шăмат кун - хĕрлипе, вырсарни кун пиртен çĕлетнипе, шуррипе, тунти кун лавккаран туяннипе çÿренĕ. Пуçа чечексемпе курăкран çыхнă пуç кăшăлĕ тăхăннă. Хĕрсем пĕр-пĕрне хитре хăю парнеленĕ, çĕрĕсемпе ылмашăннă. Троицăра çĕрле хирте çÿреме тăрăшман. Çав каç вутăшсем ыраш хушшинче чупаççĕ, çул çÿревçе тĕл пулсан кăтăклаççĕ имĕш... Вутăшсенчен хăтăлма вара армути пулăшать иккен. Çавăнпа çула тухнă чухне сиплĕ курăка пĕрле илнĕ. Эрĕмрен усалсем те хăраççĕ-мĕн.

Армути вар-хырăм чирĕсене те сиплет, организмри инфекцисене те вĕлерет. Чи кирли - ăна вăхăтра пухса типĕтмелле, пĕлсе сипленмелле. Курăк вăйне шанмалла кăна. Шел, чылайăшĕ паян курăка питех кăмăлламасть. Хула çыннисем курăк чейне мар, хура чейе мала хураççĕ. Унран та ытларах - кофене - ытараймаççĕ. Сăнатăп та - çуркуннехи вăхăтра вĕлтĕрен, серте, пултăран татакан та сахал. Пирĕн асаннсем вара ăна куллен пĕçерсе çинĕ. Хĕлле валли те типĕтсе нумай хатĕрленĕ. Унсăр пуçне кĕпçе нумай çинĕ. Майра кĕпçи, кушак кĕпçи, лаша кĕпçи... Паянхи ачасем вĕсене çиме мар, палламаççĕ те. Паян лавккари хатĕр апата ытларах çиетпĕр. Мăн асатте-асаннесем вара курăка кăмăлланă. Çавăнпа усал шыçă чирĕсемпе сайра чирленĕ. Шел те, паян эпир çут çанталăкпа килĕшÿре, пĕр кĕвĕре пурăнма пĕлместпĕр. Çапла майпа хамăр сисмесĕрех ыррине нумай çухататпăр. Калас тенине вулакана ăнланмалла калăрăм-ши ĕнтĕQ Пăнчă лартиччен çапла пĕтĕмлетесшĕнS «ку чухăн çимĕçĕ» тесе курăкран ан пăрăнăр, пĕлмĕш-курмăш пулса таптаса ан иртĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.