Комментари хушас

4 Çĕртме, 2015

Хĕвелпе пиçсе кайсан

Çимĕк тĕлне çуллахи ăшă та çитрĕ. Анчах куртка-плащ тăхăнаттăмăр, халĕ урамра 30 градуса яхăн шăрăх. Çурхи кунсенче тăруках çитсе тăнă шăрăх анратсах ярать тейĕн. Ытла та пăчă пек туйăнать: ара кунашкал сасартăк шăрăха организм хăнăхман-ха. Çиелти тумтире хывса пăрахма васкатпăр, «Çимĕкчен çиччĕ шыва кĕмелле» тесе шÿтлекелесе харсăртараххисем шывра чăм­пăлтатса илме те мехел çитереççĕ.

Хĕвел çинче тÿрех нумай вăхăт пулни сиенлĕ иккенне пĕлетпĕр пулсан та тепĕр чухне хĕвелтен хÿтĕленме шутламастпăр. Çанăсăр кĕпе е сараппан, çуллахи маечка тăхăнса пахчара ĕçленĕ майăн е ытти чухне хамăр хĕвел айĕнче ытлашшипех çÿренине сисместпĕр те. Тепĕртакран вара хул е ĕнсе-мăй таврашĕ ыратма пуçлать, ÿт хĕрелсе каять, хытă пиçсе кайсан хăмпăланать.

Хĕлĕпе хĕвел курман ÿт-тир 30-40 минут хĕвел çинче çÿренипех пиçсе кайма пултарать. Хĕвеле пĕчĕккĕн хăнăхмалла. Малтан хĕвел çинче 10 минутран ытла пулма юрамасть. Пуçа, куçсене вара çăвĕпех янкăр хĕвелтен хупласа çÿреме тăрăшмалла. Шĕлепке тăхăнни, тутăр çыхни сывлăха упрама пулăшĕ.

Мĕн тумалла-ха хĕвелпе ыт­лашши пиçсе кайсан? Пурте пĕлекен меслет: турăхпа, йÿçĕтнĕ сĕтпе, кефирпа, хăймапа хĕрелсе тăракан вырăна кунне икĕ-виçĕ хут сĕрмелле. Çакă пиçсе кайнă вырăна хăвăртрах тÿрленме тата ыратнине лăплантарма пулăшать.

n Пиçнĕ вырăна чĕрĕ çăмартана лăкаса /шуррипе саррине хутăш/ кунне икĕ-виçĕ хутчен сĕрни те ÿте ырă витĕм кÿрет.

n Ачапча кремĕпе çÿхен сĕрмелле.

n Ÿт вăйлăрах пиçнĕ пулсан кишĕре е кăшмана, çĕрулмине теркăпа хырнă хутăша çÿхен марльăпа чĕркесе ыратакан вырăна хумалла.

n Пиçсе кайсан пулăшакан ятарлă маçпа сĕрмелле: Лассар пасти /салицилово-цинковая паста/.

n Витамин Е ĕçмелле. Вăл ÿте хăвăртрах çĕнелме пулăшать.

Хĕвелпе пиçсе кайнă çыннăн супăньпе, душ гелĕпе çăвăнма юрамасть. Мĕншĕн тесен вĕсем ÿте типĕтеççĕ, суранлă ÿт çуркаланса пăсăлма пултарать.

Спиртпа, спиртлă кремсемпе усă курма юрамасть. Спирт та ÿтри нÿрĕклĕхе типĕтет.

Çуллă кремсем сĕрни те вы­рăнсăр. Ÿт сывлаймасть, хăвăрт тÿрленеймест.

Шыв нумай ĕçни вара ÿте сывалма пулăшать. Сивĕтнĕ симĕс чей, минерал шывĕ уйрăмах лайăх.

Пиçсе кайнă тир сĕвĕнме пуçласан ăна алăпа вистеме юрамасть. Вăхăт çитсен тир хăех вистенет. Алăпа сÿни тире кĕсенлентерме пултарать.

Тăвăр, кĕлеткене çăтă тытса тăракан тумтир пиçсе кайнă вырăна лексе шăйăрттарать, ÿт вăйлăрах ыратать, суранланать.

Енчен те ÿт пысăк лаптăкпа тата хытă пиçнĕ пулсан, пуç çаврăнсан, ăш лĕкленсен, ÿт температури ÿссен тухтăр патне каймалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.