"Тăлăхсене аслă юлташ кирлех"
Чăваш Республикинчи ача çурчĕсемпе интернат шкулсенчен çуллен 50-100 тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи çулне професси пĕлĕвĕ паракан организаципе е аслă шкулпа çыхăнтарать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, 12 интернатран 58 çавнашкал çамрăк тухнă. Вĕсенчен çурри ытларахăшĕ рабочи профессийĕсемпе хатĕрлекен программăсемпе пĕлÿ илме тытăннă, 43 проценчĕ - професси вăтам пĕлĕвне параканнисемпе. Вĕренÿ аслă заведенине каякансем яланхиллех - пĕр е икĕ çын кăна. Пĕлÿ илнĕ тапхăрта патшалăх тăлăхсене пĕтĕм енчен тивĕçтерсе тăрать - пурăнмалли кĕтеспе /общежитире/, пысăклатнă стипендипе, вĕренÿ литературипе т. ыт те.
Республикăра ача çурчĕсемпе интернат шкулсенче çитĕнекен çул çитмен çамрăксене хăйсене тĕллĕн пурăнма, юридици, экономика, йăла ыйтăвĕсене татса памашкăн пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ специалист ĕçлет. Апла пулин те тăлăхсен тĕлĕшпе çивĕч, саккун ыйтнă пек пулса пыман самантсем тупăнсах тăраççĕ.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе çамрăксен прависене хÿтĕлес ыйтусемпе республикăри семинар-канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Ен Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Чăваш Республикинчи Ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, ЧР Прокуратурин, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин представителĕсем, опекăпа попечительство органĕсен специалисчĕсем, тăлăхсен организацийĕсен ертÿçисем, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче воспитани ĕçне йĕркелесе пыракансем хутшăнчĕç.
Юлашки çулсенче Раççейре тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене хÿтлĕхе илесси актуаллă. Çавна май професси вăтам пĕлĕвне паракан çуртсенче те вĕренекенсен списокĕнче попечительсĕр тăлăхсене сахаллатассишĕн тăрăшаççĕ. Кун пирки Светлана Петрова уççăнах çапла каларĕ:
- Патшалăх саккасĕ ку - нимĕн пытармалли те çук. Пирĕн республикăра асăннă категорие кĕрекен заведенисенче паянхи кун тĕлне - 43 хÿтлĕхсĕр çамрăк. Шанатăп: килес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕсен пурин те официаллă попечителĕсем тупăнĕç. Çак улшăнăва хăвăртлатас тĕллевпе хамран пуçлатăп - вĕренÿ ведомствин ĕçченĕ пулнă май. Шупашкарти электромеханика колледжĕн /семинар шăпах унăн конференц-залĕнче иртрĕ/ пĕр студентне "хамăн çунат айне илĕп". Ун валли тимлĕх çитерме вăхăт тупайăп-и? Шикленме кирлĕ мар, çемьене ача илнинчен урăхларах форма ку. Попечителĕн ачан вĕренĕвĕпе, канăвĕпе, обществăра хăйне мĕнле тытнипе кăсăкланса тăмалла. Хушăран эпир экскурсие тухăпăр, ăна киле хăнана илсе кайăп, вăхăта усăллă та кăмăллă ирттермелли майсем темĕн чухлех. Тăлăхсем - педагогика енчен çителĕксĕр тимлĕхлĕ, çавна май вĕсемшĕн аслă юлташ çумра пурри пĕлтерĕшлĕ.
Семинар-канашлура электромеханика колледжĕн директорĕ Андрей Фомин хăйсен патĕнче вĕренекен тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтĕлхĕсĕр çамрăксем мĕнлерех лару-тăрури çинчен каласа кăтартрĕ. Чăн та, слайдсене пăхсан ку учреждени "йывăр" студентсене обществăн çирĕпленнĕ йĕркипе пурăнма хăнăхтарасшăн май пур таран тăрăшни сисĕнет. Апла пулин те йăлтах лăпкă та яка тееймĕн. Докладчика ыйтусем парас самант çитрĕ те - кăçал колледжран пĕр вĕренекене кăларса ярас хăрушлăх пурри палăрчĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм çитĕнекенскер - Куславккаран, опекунĕ те унтах пурăнать. Тăван ашшĕ те. Шел, хăй вăхăтĕнче ачине пăхас ирĕке унран туртса илнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи ĕнентернĕ тăрăх, халĕ вăл "юсаннă", ывăлне витĕм кÿме пултарать-мĕн. Колледжра вара никама та итлесшĕн мар имĕш. Çак тĕслĕхе сÿтсе явнă май семинар йĕркелÿçисем ăна тарăннăн тĕпчемеллине пĕтĕмлетрĕç. "Нотаци" вулани ырри патне çитермĕ. Çул çитмен ачан психикине, сывлăхне тĕрĕслеме тарăн диагностика ирттермелле," - терĕ С. Петрова.
Семинарта шкулпа сыв пуллашакан тăлăхсене вĕренÿ çулĕ пуçланичченхи вăхăтчен çемьесене вырнаçтарас, училище-техникумра вĕренекенсене çуллахи каникулта лагерьсене ярас, тăлăхсене кÿрекен юридици пулăшăвне вăйлатас ыйтусене пăхса тухрĕç.