Пьедестал çинче - пирĕннисем

21 Çу, 2014

Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Тĕкĕрç катинче спорт ориентировки енĕпе Пĕтĕм Раççейри «Раççей азимучĕ - 2014» ăмăрту иртнĕ.

9 çул каялла пуçарнă турнира çулсерен çĕр-çĕр çын хутшăнать. Кăçал 12-70 çулсенчи виçĕ пине яхăн спортсмен тупăшнă. «Раççей азимучĕ» - Çĕнĕ Шупашкарти чи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенчен пĕри. Унта ачасем те, ветерансем те, çемье командисем те вăй виçеççĕ. 9 çул каялла пĕрремĕш хут старта тухнисем халĕ хăйĕн çемйипе ăмăртăва хутшăнакансем те пур», - тенĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин. Пирĕн ентешсенчен Пĕтĕм Раççейри турнирта тĕрлĕ ушкăнра Çĕнĕ Шупашкарти пултарулăх çурчĕн вĕрентекенĕ Михаил Любавин, Олимп резервĕсен училищинче ĕçлекен Нина Бодренкова, «Чăваш Ен çамрăкĕсем» клуб членĕсем Евгений Любавин, Ольга Семенова, Алексей Петухов, Шупашкарти «Четра» клуб ертÿçи Валерий Гаврилов, ЧПУ преподавателĕ Артур Шугаев, «Сталь» спорт клубĕнчи Олег Павловпа Елизавета Михайлова тата ыттисем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă.

Рубрика: