Çĕнĕ технологисене çул параççĕ

20 Çу, 2014

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче йĕтемре раштав уйăхĕнче те тырă типĕтни, 80-мĕш çулсен варринче чĕркуççи таран пылчăк ашса сенĕкпе çĕр улми кăларни пуçăмра ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлнă. Çанталăк пур пĕр юлашки çулсенчи пек улшăнса тăмастчĕ. Халĕ чăннипех те аптриш: лĕш-лĕш-лĕш çумăр çуркунне те чарăнми шĕпĕртетет, акана агротехника ыйтнă пек вăхăтра вĕçлеме чăрмантарать е шатăр шăрăх йăтăнса анса тыр-пула типĕтсе ярать... Иртнĕ кĕркунне вара республикăри чылай хуçалăх ана çине те кĕреймерĕ, аванах çитĕннĕ çĕр улмине кăларса илеймерĕ. Шĕкĕр турра, ăнтăлуллă хуçалăхсем йĕпе-сапаллă çанталăкра та çухалса каймарĕç. Вĕсенчен пĕри - Вăрнар районĕнчи "Санар" агрофирма.

Çитĕнÿллĕ ĕçлеме мĕн хавхалантарать-ха Санарсене? Кун пирки тĕплĕнрех юн кунхи номерте çырса кăтартнă.

Рубрика: