"Хатĕр пул!"

19 Çу, 2014

Çак юрă сăмахĕсене Совет Союзĕнче кашни ача пĕлнĕ. Ахăртнех, вĕсен хушшинче "пионер" ята илтме ĕмĕтленменни пулман та. Пионер - чи шанчăклă юлташ, аслисене хисеплет, кĕçĕннисене кÿрентермест, кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Союз пионер организацине туса хунăранпа 92 çул çитрĕ. Пионер кунĕ ачасен чи юратнă уявĕ пулнă. Çак кун парад, линейка ирттернĕ, пионерсен ретне илнĕ, кăвайт чĕртнĕ...

Пионер кунĕ умĕн Чăваш наци музейĕ çамрăксене Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ пионерсен кун-çулĕпе паллаштарма, пионер юхăмĕн историйĕ, организаци тытăмĕ, йăли-йĕрки, символĕсем, атрибучĕсем, юррисем, вăййисем çинчен каласа кăтартнă.

"Октябренок значокĕ", "Октябреноксен правилисем", "Галстука мĕнле çыхатăн...", "Пионер пÿлĕмĕ", "Пионер геройсем" станцисенче Раççейри пионерсен юхăмĕн историйĕ куç умне тухать. Çавăн пекех уявра "Пионерсен паллине - хамăр алăпа" ăсталăх класĕ ирттернĕ тата совет саманинчи диафильмсене кăтартнă.

Рубрика: 
Автор: