Паллашăр: "Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм
19 May, 2014 | Çамрăксем | Анонс

Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, ют культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать. Акă Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Митрофановăн 15-ре чухне çемьери лару-тăрăва пула Францие куçса кайма тивнĕ. Çĕнĕ çĕрте епле вĕренни, унти çамрăксем мĕнпе кăсăкланни тата ытти çинчен "Хыпар" хаçат вулаканĕсене каласа кăтартма килĕшрĕ 25-ри пике, нумаях пулмасть тăван тăрăха килнĕскер.

Çак статьяпа "Хыпар" хаçатăн çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухакан номерĕнчи "Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăмра паллашма пулать.