Кино уявĕ уçăлчĕ

19 Çу, 2014

Ĕнер "Çеçпĕл" кинотеатрта чаплă лару-тăрура халăхсен хушшинчи VII Шупашкар кинофестивалĕ уçăлчĕ. 2008 çултанпа Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен кино уявĕ - республикăн культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри. Конкурс программине Лариса Садиловăн "Она" илемлĕ фильмĕ уçрĕ. Унпа режиссер хăй тата Наталья Исаева артистка паллаштарчĕç. "Фестивальсен фестивальне" уçаканĕ - Алексей Герман режиссерăн "Трудно быть Богом" ĕçĕ.

Йĕркелÿçĕсем пĕр эрнене тăсăлакан кино уявĕ пуриншĕн те кăсăклă иртессе шантараççĕ. Куракансем тÿлĕвсĕрех çĕнĕ фильмсене пăхма, курав-презентацисемпе паллашма, паллă артистсемпе тĕл пулма пултарĕç. "Мосфильма - 90 çул" ятарлă программăра "Мосфильм" киностудин халăх юратакан фильмĕсене кăтартĕç.

Кăçалхи кинофестиваль халĕччен пулманнипе тĕлĕнтерчĕ. Сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă фестиваль программине Чăваш кинематографисчĕсен союзĕн фильмĕсене те кĕртнĕ. Ĕнер Чăваш Республикин Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн кинозалĕнче Владимир Синяевăн "Последняя кража" тата Вячеслав Ориновăн "Манăн та телейлĕ пулас килет" илемлĕ фильмĕсене кăтартрĕç. Çитес кунсенче Владимир Карсаковăн "Юхха" тата Александр Степанов-Пăрттан "Чупкăн", "Франци хĕрĕ тыткăнларĕ чĕрене" чăвашла ÿкернĕ фильмĕсем экрансем çине тухĕç.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 

Новости по теме