Кино уявĕ малалла тăсăлать

22 Çу, 2014

Халăхсен хушшинчи Шупашкар кинофестивалĕн хăнисем ятарлă мероприятисене хутшăннисĕр пуçне хулапа паллашма та май тупаççĕ. Акă Раççей халăх артисчĕ, паллă режиссер Александр Панкратов-Черный виçĕм кун журналистсем валли пресс-конференци ирттернĕ хыççăн Шупашкар Арбатне çул тытнă. Паллах, пĕччен мар, ăна хула пуçлăхĕ Владимир Черкесов илсе çÿренĕ.

Александр Васильевичшăн Атăл уйрăмах хаклă. Алтай хутлăхĕнче çуралнă каччă Чул хулара пĕлÿ илнĕ, Раççейĕн чаплă юхан шывĕ тăрăх сахал мар çÿренĕ.

Пур япалана та режиссер куçĕпе пахалама хăнăхнăскер Шупашкарти Хĕрлĕ тÿрем Нарспипе Сетнер юратăвне сăнласа памалли чи меллĕ вырăн пулнине палăртнă. Çак ĕçе хăй пурнăçлама хатĕррине те пĕлтернĕ. "Нухрачĕ çеç пултăр",- тенĕ хăна.

Шупашкар кинофестивалĕн президенчĕ Карен Шахназаров çав вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Карен Георгиевич пирĕн хулана юлашки хут пилĕк çул каялла килсе кайнă. "Автомашинăран тĕлĕнсе пăхса пытăм, çак тапхăрта Шупашкар самай улшăннă, çĕнĕ нумай çурт ÿссе ларнă",- тенĕ вăл.

Илемлĕ фильмсен конкурсне хутшăнакан "Она" картинăра ÿкерĕннĕ Наталья Исаева актриса Шупашкарта пĕрремĕш хут. "Вакунран тухсанах килĕштертĕм эпĕ ăна, - тенĕ çакскер. - Чи малтанах - уçă сывлăшĕшĕн. Кайран, хулапа тĕплĕн паллашсан, тирпейлĕх чуна тыткăнларĕ".

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче кинофестивалĕн илемлĕ фильмĕсен конкурсĕн жюри председателĕ - совет тата Раççей кинорежиссерĕ, РФ Патшалăх тата Раççей Президенчĕн премийĕсен лауреачĕ Глеб Панфилов - 80 çул тултарнă. Паллах, Мускавсем ăна саламлас тесе шыранă та пулĕ. Вĕсем çеç мар, Чăваш Ен çыннисем те... Адресне пĕлменрен хăшĕсем телеграммăсене Правительство çуртне янă. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР Культура министерстви, Кинофестиваль дирекцийĕ юбиляра ăшшăн саламланă.

Кинофестиваль чикки сарăлсах пырать. Кăçал Хĕрлĕ Чутай тата Патăрьел районĕсем йышăннă ăна. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа тĕл пулнă. Сергей Васильевич пиллĕкмĕш хут хутшăнать кинофестивале. Кашнинчех республикăри ял ĕçченĕсемпе, шкул ачисемпе, студентсемпе тĕл пулать. Театр тата кино ĕçне 40 çул панă актер "Ермак", "Георг", "Ванька Грозный", "Иуда", "Штрафбат" тата ытти фильмра ÿкерĕннĕ. Вăл ачасене актер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Сергей Васильевич ĕнер Патăрьелне çитсе килнĕ.

Узбекистан искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Узбекистан Патшалăх премийĕн лауреачĕ Камара Камалова режиссер тата сценарист Шупашкар кинофестивалĕн шайĕпе, Чăваш Ен шăпăрланĕсене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарма май килнишĕн кăмăллă юлнă.

Кинофестивалĕн тăваттăмĕш кунĕ куравçăсене çĕнĕ фильмсемпе паллаштарчĕ. "Çеçпĕл" кинотеатрта конкурса тăратнă çак ĕçсене - "Разносчик", "Иуда" картинăсене, "Каскадра" - "Деливеранс" - кăтартрĕç.

Наци библиотеки малтанхи кунсенчи пекех наци киностудийĕсен фильмĕсен конкурсне малалла тăсрĕ. Куравçăсем "Гастарбайтер" /Тутарстан/, "Пресвятая Богородица, спаси нас!" /Македони/ тата пирĕн вилĕмсĕр "Нарспи" фильмсене пăхрĕç. "Нарспи" пирки пĕр-ик сăмахпа чарăнса тăмаллах пулĕ. Ăна çамрăк режиссер Андрей Васильев "Нарспи" мюзикла тĕпе хурса ÿкернĕ. Асăннă ĕç уншăн ют мар, вăл унта ташланă. Халĕ тата пысăкрах утăмсемпе тăвалла хăпарать. Ăнăçу сунатпăр. Ĕнерех вулавăшра наци кинематографĕн çивĕч ыйтăвĕсем тавра "çавра сĕтел" иртнĕ. Ун пирки - хаçатăн ыранхи номерĕнче.

Рубрика: 

Новости по теме