Маттур, Наталия!
19 May, 2014

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пермьре професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх почтальон - 2014" конкурсăн округри тапхăрĕ иртнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх почтальон ятне виççĕмĕш хут ĕнтĕ Чăваш Ен представителĕ тивĕçнĕ.

Сăмах май, Кама хутлăхĕн пысăк хулисенчен пĕри Раççей почтин йăлана кĕнĕ конкурсне пуçласа йышăннă. Асăннă меропариятин хисеплĕ хăнисен йышĕнче Пермь крайĕн Правительствин Председателĕ Геннадий Тушнолобов, хула Думин председателĕн çумĕ Юрий Уткин, Роскомнадзорăн крайри управленийĕн ертÿçи Юрий Щебетков, Пермь крайĕн Çыхăну операторĕсен союзĕн президенчĕ Иван Квятковский пулнă.

Конкурса федерацин Атăлçи округĕнчи 14 почтальон хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартнă: "Почтальон - почта чунĕ" темăпа килти ĕçе презентаци роликĕн формачĕпе пурнăçланă, професси пĕлĕвĕпе çыхăннă теори ыйтăвĕсене хуравланă, конкурсантăн клиентсемпе хутшăннă чухнехи хăнăхăвне уçса паракан практика занятийĕсенче тупăшнă тата ытти те.

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртнă: пĕрремĕш вырăна пирĕн ентеш Наталия Степанова йышăннă, иккĕмĕшне - Евгения Чакыру /Самар облаçĕ/, виççĕмĕшне - Светлана Горбунова /Мордва Республики/.

Жюри председателĕ, "Раççей почти" ФПУПăн филиал сетьне тата производство процесне аталантарас енĕпе ĕçлекен директорĕ Нина Фитисова конкурса пĕтĕмлетсе çакна уйрăммăн палăртнă: конкурсантсем хăйсен ĕçĕнче пысăк профессионалсем пулнине çирĕплетнĕ тата çынлăхăн паха енĕсене кăтартнă. "Эсир - пирĕн предприятин мухтавĕ," - тенĕ.

Тĕп парнесене - скутера тата икĕ велосипеда - пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕсем тивĕçнĕ, лауреатсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Палăртма кăмăллă, пирĕн ентеш Наталия Степанова федерацин Атăлçи округĕн чысне професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх почтальон - 2014" конкурсăн финалĕнче Мускавра утă уйăхĕнче, Раççей почтин кунĕ умĕн, хÿтĕлĕ.

Сăмах май, Наталия Степанова Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи çыхăну уйрăмĕнче почтальонра сакăр çул ĕçлет.

"Пирĕн профессие çăмăл тесе калаймăн. Çапах та ялсенчи аслă ăру çыннисемшĕн кирек хăçан та кĕтнĕ хăна пулнине туйсан тата çынсен кăмăлне ырă хыпарпа çĕклеме пултарсан чунтан хĕпĕртетĕп," - тет кăмăллăн федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх почтальон. - Кун пек чухне эсĕ ыттисене кирлĕ пулнине чунпа ăнланса илетĕн. Çакнашкал конкурссем вара пирĕн ĕçĕн сумне, профессин ырă ятне çĕклессе шанатăп".

Округ шайĕнчи конкурса хутшăнса чи лайăххи пулса тăни хăйне те малалла аталанма хистет. Кăçал вăл Шупашкарти электроçыхăну техникумĕн "Почта çыхăнăвĕ" уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленет

Сăн ÿкерчĕкре Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх почтальон Наталия Степанова.

Валентина ИЛЬИНА