Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем

19 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей регионĕсенче пĕрремĕш хут - Чăваш Ен тĕп хулинче Шупашкарта - "Асамат кĕперĕ" центрта "Совет Союзĕн вăрттăн художникĕсем: вĕсем укçа, марка, открыткăсем ÿкернĕ" курав уçăлать. Вăл Раççей историйĕн тата культурин чылай вăхăт "хупă" пулнă страницине уçса наци мăнаçлăхĕ пулса тăнă пулăмсемпе паллаштарать. Маларах курав Дрезденра, Берлинра, Мадридра, Мускавра тата Мускав облаçĕнче ĕçленĕ.

Выставка совет саманинче Гознакăн Мускав пичет фабрикинче ĕçленĕ вун пĕр художникĕн тата вĕсен сакăр вĕренекенĕн пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартать. Вĕсем Совет Союзĕнчи патшалăхăн хаклă хучĕсене - укçа, тĕрлĕ документ, облигаци, лотерея билечĕ, почта марки, открытка - ÿкерекен пĕртен пĕр специалистсем шутланнă. Пичет калăпĕсем çине алăпа классика гравюрисем тăвакан художник графиксемпе граверсен ячĕсене никам та пĕлмен. Анчах ĕçĕсемпе пурте усă курнă, вĕсем тăрăх çĕр-шыва тĕнче палланă.

Совет саманинче "гознакла хатĕрленĕ" тесе палăртни пахалăха пысăк хак панине пĕлтернĕ. Гознакăн ÿкерчĕк тата гравюра шкулĕ питĕ хăйне евĕрлĕ пулнă: кирек хăш гравюрăра та, искусство произведенийĕнчи евĕрех, художникăн чунĕ çырăнса юлнă, унта пĕр йăнăш та пулма пултарайман. Классика гравюри çĕр-шывăн хаклă хучĕсене илемлетнисĕр пуçне купюрăсене шанчăклă хÿтĕлет. Ара, художник пĕр ĕçе тепĕр хут шăп та шай çавăн пек тăваймасть-çке. Е йĕр чалăшрах, тарăнрах пулать тата ытти те. Экспозицири ĕçсем - чăн-чăн искусство произведенийĕсем, вĕсен ÿнер илемĕ çĕр-шыв, халăх культурине витĕм кÿнĕ.

Курава уçма Гознакра художник граверта ĕçленĕ Лидия Майоровăн хĕрĕ Галина Анисимова /выставка йĕркелÿçи тата кураторĕ/, "Парламентская газета" хаçатăн представителĕ Анатолий Анисимов тата Раççей ÿнер академийĕн академикĕ, тĕнчери паллă карикатурист, "Крокодил" журналăн тĕп художникĕ пулнă Владимир Мочалов /карьера пуçламăшĕнче Гознакра художник граверта ĕçленĕ/ хутшăнаççĕ.

Рубрика: 
Автор: