Шупашкар коопераци институчĕн студенчĕсем - чи маттуррисем

26 Çу, 2014

Çакнашкал пĕтĕмлетÿпе вĕçленчĕç аслă шкулта иртнĕ Раççей коопераци университечĕн филиалĕсенче вĕренекен студентсен ăмăртăвĕсем. Шупашкарти пулас кооператорсем чылай тупăшура мала тухса Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. «Эпĕ сирĕнпе мухтанатăп, Универисадăн пĕрремĕш чемпионĕсем! Сирĕн ятăрсем ăмăртăвăн кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕç. Малашне те пире пысăк çĕнтерÿсемпе савăнтарăр», - хавхаланчĕ аслă шкул ректорĕ Валерий Андреев маттур студентсене тав туса.

Раççей коопераци университечĕн универсиади еплерех иртнĕ-ха? Шупашкар студенчĕсем хăш-хăш ăмăртура палăрнă? Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн ытлари кунхи номерĕнче.

Рубрика: