Шупашкар стоматологĕ - тĕнче конкурсĕнче

26 Çу, 2014

Шăлсене çĕнетессипе ĕçлекен тухтăрсен пĕтĕм тĕнчери чемпионачĕн Раççей тапхăрне çак кунсенче Хусанта пĕтĕмлетнĕ. Унта «Шупашкар хула стоматологи поликлиники» АУн врач-стоматолог-терапевчĕ Эльза Алексеева /сăн ÿкерчĕкре/ çĕнтернĕ.

Эльза Алексеева Раççейри клиника ăмăртăвĕнче пациентăн малти ултă шăлне 12 сехет сипленĕ, тĕрлĕ енлĕ хаклав витĕр ăнăçлă тухса ытти конкурсантсенчен иртме пултарнă. Ĕçе паха та тирпейлĕ пурнăçланипе палăрнă пирĕн ентеш. Эльза Леонидовна реставрациленĕ шăлсем чăннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, шăл тымарĕсем тĕлĕшпе те кăлтăксем пулман.

Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ май Шупашкар тухтăрĕ авăн уйăхĕнче Полтавăра ирттерме палăртнă сумлă конкурс финалĕнче пирĕн çĕр-шыв чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Тĕнче ăмăртăвĕнче те мала тухмалла пултăр сирĕн, Эльза Леонидовна!