Тăлăх кĕтет. Кĕтсе илеймест

27 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Пуçлăхĕ çумĕнчи наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттерчĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ялăн социаллă пурнăçне 2003-2013 çулсенче еплерех аталантарнипе паллаштарчĕ. Медицинăра, вĕренÿре, культурăра ырă ĕç нумай тунă. Кăçалтан «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене пĕр тикĕс аталантарасси» программа пурнăçланĕ. Ялсенче çул тума укçа Раççей Ял хуçалăх министерстви уйăрĕ. Докладçă райадминистраци пуçлăхĕсенчен унта проектсем тăратмашкăн аграрисен Чăваш Енри ведомствине çывăх кунсенчех çитерме ыйтрĕ. Вĕсене Мускавра комисси тишкерет. Конкурс çĕнтерÿçисем субсидие тивĕçĕç.

Премьер-министр кăçал пурнăçа кĕртмешкĕн ял шкулĕн пĕр проектне те федераци программине кĕртменнине ăнлантарма ыйтрĕ. Вице-премьер Раççей Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăнма 2013 çулхи кĕркунне документсем тăратнине пĕлтерчĕ. Вĕсене комиссие çитернипе пĕрлех проекта пурнăçлама Чăваш Ен хыснинчен укçа уйăрассине çирĕплетмелле пулнă. Бюджетра кĕмĕл кирлĕ чухлĕ тупăнман. Çавăнпа кăçал ялта шкул тума федерацирен укçа илейместпĕр.

И.Моторин кăçал программăна лекессишĕн ЧР Финанс тата Ял хуçалăх министерствисенчен мĕн кирлине пурне те тума ыйтрĕ. Çавăн пекех С.Павлов федераципе республикăн ял тăрăхĕсенчи строительствăна пĕр вырăнарах тата комплекслă пурнăçа кĕртмелли программисене пĕтĕмлетрĕ. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене асăнчĕ. «Патшалăх уйăрнă укçапа ялсенче пурăнмалли çуртсен инфратытăмне хыврăмăр, - терĕ. - Анчах çĕнĕ хăш-пĕр урамра пÿрт тума халĕччен те вырăн йышăнман. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелпе Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра - 4-шар, Пăрачкав ялĕнче 3 лаптăк пушă. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕ çумĕнчи уя инфратытăм çитернĕ, строительство пычĕ. Тата 33 коттедж хăпартĕç».

Федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Канаш районĕнчи Пайкилт ял тăрăхĕнчи культура çурчĕн проекчĕ министр паллаштарнă программăна мĕншĕн кĕменнине, ял хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерес тĕлĕшпе министерство мĕн тума палăртнине пĕлесшĕн пулчĕ. Пĕрремĕш ыйтăва Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов çапла хуравларĕ: «Пайкилт ял тăрăхĕ 2012 çулта çак программăпа килĕшÿллĕн хыснаран укçа илессишĕн конкурса хутшăннă, - терĕ вăл. - Хальлĕхе администраци пуçлăхĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă чух хысна укçипе усă курмалли йĕркене пăхăнмасть. Кивĕ çурта газификацилес ĕçе вĕçлемерĕ. Вырăнти бюджетра çĕнĕ клуб çурчĕн проектне хатĕрлеттерме нухрат пулман. Анчах проектантсемпе 400 пин тенкĕлĕх килĕшÿ çирĕплетнĕ. Вĕсем ĕçе вĕçленĕ те укçа ыйтнă. Администраци ăна парса татаймасть. Лешсем шыраттарса илме ыйту тăратнă. Администраци проект хатĕрлекене конкурс ирттермесĕрех палăртнă. Ăна кайран йĕркеленĕ».

Министр иккĕмĕш ыйтăва хуравласа ял ĕçченĕсен вăтам ĕç укçине кăçал пĕлтĕрхинчен 10-15% ÿстерме тĕллев лартнине пĕлтерчĕ.

ЧР Строительство министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Герасимов федерацин «Раççей гражданĕсене - пурăнмалли хăтлă вырăн» программин картинче тăлăх ачасем валли хваттер тăвассине еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ. Кунта хальлĕхе татса паман ыйтусен йышне объектсен пĕр пайне палăртнă вăхăтра туса пĕтерменнине, строительство валли вун-вун млн тенкĕ хушмаллине, çĕр-çĕр тăлăх валли пурăнмалли вырăн тума çывăх вăхăтра укçа пăхса хăвармаллине кĕртмелле. «Стройкомплект» общество Йĕпреç районĕнче, «Ангел» общество Шупашкар районĕнче, «СУОР» общество Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене хваттерпе килĕшÿре пăхнă кунччен тивĕçтермен. Вĕсем çын патĕнче пурăнаççĕ.

Кабинет Председателĕ министр ĕçне пурнăçлаканран федераци программине палăртнă вăхăтра пурнăçлассишĕн подряд организацийĕнчен çирĕп ыйтма хушрĕ. Г.Федоров тĕп инспектор строительство мĕнлерех пынине тишкерсе вĕсем килĕшĕве еплерех пурнăçланине саккун тĕлĕшĕнчен хак памашкăн республикăн ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăйне тата республика прокуратурине явăçтарма сĕнчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.