Юбилей тата сумлăрах иртĕ
Республикăри хула-ялсенче Аслă Çĕнтерĕвĕн 69 çулхи кунне сумлăн ирттернĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ, йĕркелÿ комитечĕ унăн 70 çулхи юбилейне тата мăнаçлăраххăн ирттерме хатĕрленме тытăнчĕ те. Ку ыйтупа унччен те ĕçленĕ. Юбилейлă уявăн йĕркелÿ комитечĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ, тĕп мероприятисен ĕç планне хатĕрленĕ.
Халĕ чи кирли - ăна пурнăçлама кашнин çанă тавăрса ĕçлемелле. Шăпах çак ыйту çĕкленчĕ те йĕркелÿ комитечĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чыслăн кĕтсе илсе палăртас тĕллевпе пухăннă пĕрремĕш анлă пухăвĕнче. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çу уйăхĕн 24-мĕшĕнчи номерĕнче.