Тăлăх кĕтет. Кĕтсе илеймест
26 May, 2014

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Пуçлăхĕ çумĕнчи наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттерчĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ялăн социаллă пурнăçне 2003-2013 çулсенче еплерех аталантарнипе паллаштарчĕ. Медицинăра, вĕренÿре, культурăра ырă ĕç нумай тунă. Кăçалтан "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене пĕр тикĕс аталантарасси" программа пурнăçланĕ. Ялсенче çул тума укçа Раççей Ял хуçалăх министерстви уйăрĕ. Докладçă райадминистраци пуçлăхĕсенчен унта проектсем тăратмашкăн аграрисен Чăваш Енри ведомствине çывăх кунсенчех çитерме ыйтрĕ. Вĕсене Мускавра комисси тишкерет. Конкурс çĕнтерÿçисем субсидие тивĕçĕç.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Юрий МИХАЙЛОВ